«Аниш» - Эйпеç автоçул çинче те юсав ĕçĕсем иртеççĕ. Сăлтавĕ - Пучинкерен тухса кайнă вырăнта шыв юххи валли хурса хăварнă пысăк тăрпа арканнă пирки çул сийĕ пусăрăнма пуçланă, çак вырăнта пысăк ям пулса ларнă.
Çулне юсас тесен тăрпине улăштармалла. Çак ĕçсене тунă вăхăтра çÿреме ООО «Промстрой» подрядчик ятарласа çавра çул хăпартнă, çийне вĕтĕ чул сарса хытарнă.
Округ администрацийĕ юсав ĕçĕсем пынă вăхăтра тухса тăракан йывăрлăхсене ăнланса йышăнма ыйтать тата вăхăтлăх çул çинче асăрханса çÿреме хистет.
Хамăр корр.
Август 2026 |
