НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çĕнтерĕве çывхартма пулăшаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2026, 14:30 Просмотров: 33

Ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах, Тăван çĕршыва, салтаксене тылран тĕрев кирлине туйса, чĕре хушнипе Кĕлĕмкассинчи хастар хĕрарăмсем ырă ĕçе пуçăннă - салтаксене валли хÿтĕлев карри çыхма пуçланă. Акă çак кунсенче хĕрарăмсем 400-мĕш хÿтĕлев каррине çыхса пĕтерни çинчен пĕлтерчĕç.

Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем хÿтĕлев каррисем чи паха япаласенчен пĕри пулнине палăртаççĕ, вĕсем кашни кунах кирлĕ. Унпа вĕсем çар техникине витеççĕ, хăйсем вăхăтлăха тĕпленнĕ вырăна унпа карса «пытараççĕ».

Культура çуртĕнче вырнаçнă волонтерсен пунктне хĕрарăмсем кил-тĕрĕшри ĕçсене вĕçленĕ-вĕçлемен тенĕ пекех, ывăннине, ĕшеннине пăхмасăрах клуба утаççĕ. Пĕрле пухăнса туслă йыш тетелсене хăюсемпе татах та татах «эрешлет». Çу кунĕсенче, паллах, вăхăчĕ те çукрах ял çыннин, çапах та хастар ушкăн пуçăннă ĕçе чарса лартма, хăйсем палăртнă тĕллеврен пăрăнма пултараймасть - хÿтĕлев каррисем салтаксен пунăçне çăлма пултараççĕ.

Çĕнтерĕве çывхартма пулăшас тĕллевпе хавхаланнă хĕрарăмсен ĕçне пысăка хурса хаклаççĕ ял-йыш та, ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешĕсем те. Ырă та мухтав сăмахĕсенчен хаклăраххи вара вĕсемшĕн – Раççей салтакĕсем тăшмана аркатса килĕсене чĕрĕ те сывă таврăнни, мирлĕ пурнăçпа, ачасемпе мăнуксен ырă пурнăçĕпе киленесси. 

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网