НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Кĕмĕл калем» литература конкурсне ноябрĕн 1-мĕшĕччен тăснă

Категория: Публикации Опубликовано: 25.08.2026, 15:28 Просмотров: 8

 «Чăваш Ен» Издательствăпа полиграфи комплексĕн Чăваш кĕнеке издательстви яш-кĕрĕм валли «Кĕмĕл калем» литература конкурсне йĕркелени пирки эпир çуркунне пĕлтернĕччĕ. Конкурс ĕçĕсене майăн 6-мĕшĕнчен йышăнма пуçланă. Анчах çулла вăл – хĕру вăхăт, пĕрисен экзаменсем тытмалла, теприсем канма кайма палăртнă пулĕ. +акна шута илсе «Кĕмĕл калем» конкурса кăçалхи ноябрĕн 1-мĕшĕччен тăсма йышăнтăмăр.

Аса илтеретпĕр, унта 18-35 çулсенчи авторсем çак номинацисемпе чăвашла е вырăсла çырнă хайлавсемпе хутшăнма пултараççĕ:

- илемлĕ проза;

- документлă проза;

- поэзи.

Ятарлă номинаци те пур, ÿкерчĕксемпе е сăнÿкерчĕксемпе хатĕрленĕ истори (урăхла каласан – комикс).

Конкурса хальччен пичетленмен ĕçсене çеç йышăнаççĕ, проза калăпăшĕ – 1 автор листи (40 000 паллă), поэзи – 700 йĕрке, иллюстраци – 3000 тăваткал сантиметр чухлĕ материал. Кашни номинаципе пĕр ĕç çеç тăратма юрать.

Пĕрремĕш страницăра автор ятне, хушаматне, ашшĕ ятне (пур пулсан – псевдонимне), хăçан çуралнине, телефон номерне, электронлă почтăна, хăш номинаципе хутшăннине, хайлав ятне палăртмалла.

 Мала тухнисем дипломпа парнесене тивĕçĕç, Чăваш кĕнеке издательствинче стажировка тухма пултарĕç. Унсăр пуçне тăватă номинацири çĕнтерÿçĕрен пĕри конкурсăн Гран-прине тивĕçĕ, ăна 50 000 тенкĕ парса хавхалантарĕç. Парнесене тивĕçнĕ авторсен ĕçĕсем тата жюри пайташĕсем палăртнă хайлавсем «Кĕмĕл калем. Серебряное перо» сборника кĕрĕç.

Ĕçсене Адрес электронной почты защищен от спам-ботов. Для просмотра адреса в вашем браузере должен быть включен Javascript. электронлă адреспа йышăнаççĕ. Конкурс йĕркипе тĕплĕнрех Чăваш кĕнеке издательствин www.chuvbook.ru, «Чăваш Ен» Издательствăпа полиграфи комплексĕн ipk21.ru сайчĕсенче, «ВКонтакте» социаллă тетелте паллашма пулать.

Çамрăк автросен хайлавĕсене чăтăмсăррăн кĕтетпĕр!

Ольга Федорова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译