НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хурамал ялĕн кунĕ ентешсене пĕрлештерчĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 05.08.2026, 14:25 Просмотров: 33

Утă уйăхĔн 25-мĔшĔнче пирĔн тăрăхри чи ватă саласенчен пĔри - Хурамал - ял кунне уявланă

Кашни çынна, вăл кирек ăçта çитсен те, хăй çурлса ÿснĕ вырăн хăй патне туртать. Атте-анне килĕ нихăçан та асран тухмасть, шухăшĕсемпе аса илÿсем ачалăх иртнĕ вырăнах илсе килеççĕ. Çакăн йышши уявсем тăван çĕршыва таврăнса çывăх çынсемпе тĕл пулма пысăк сăлтав туса парать. Юратнă ялтах тĕпленнисем, çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене сапаланнă ентешсем, хăнасем пĕрле савăннă, тус-тăванпа курса чун туличчен калаçнă.

Уява Йĕпреç муниципаллă округăн пуçлăхĕ Игорь Семенов уçнă. Салам сăмахĕнче вăл юлашки çулсенче Хурамалта пулса иртнĕ пысăк та курăмлă улшăнусем пулнине палăртнă. Салана малалла та аталанса, чечекленсе пыма суннă. Ялти тĕслĕхлĕ, нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене свидетельствăсем парса чысланă. Сцена çине кĕмĕл (25 çул), ылтăн (50 çул), изумруд (55 çул) тата бриллиант (60 çул) юбилейĕсене паллă тăвакан çемьесем хăпарса парнесем йышăннă пуçлăх аллинчен.

Хурамал территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Евграфов ентешĕсене уяв ячĕпе ăшшăн саламланă май ял-йыша ĕçре, канура, пур пуçарура та хастар пулнăшăн тав тунă. Вăл кăçал çуралнă ачасен ашшĕ-амăшне саламланă, асăнмалăх парне панă. Ял малалла та аталанса, çĕнĕ çемьесем çураласса, çын шучĕ хушăнса пырасса шаннине палăрăтнă Валерий Евграфов.

Ял ятне спорт çĕнтерĕвĕсемпе çÿле çĕклекен «Факел» хоккей командăна та чысланă. Çавăн пекех маскировка сечĕсем çыхакан виçĕ центрти (Хурамалпа Чăрăшкасси тата Çĕнĕ Выçли) волонтерĕсене СВО салтакĕсене пулăшу парас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн тав тунă, вĕсен ырă тĕслĕхĕпе пĕтĕм округ мухтаннине палăртнă, тав хучĕсем парса кăмăлĕсене çĕкленĕ.

Уява юрă-ташă илем кÿрет. Вырăнти культура çурчĕн пултарулăх коллективĕ тата чăваш эстрада çăлтăрĕсем хурамалсене юратнă кĕвĕсем шăратнарса савăнтарнă.

Спорт площадки çак кун кĕрлесе тăнă. Тĕрлĕ тупăшусемпе вăйăсенче кашниех вăй-халне, çаврăнăçулăхне кăтартма пултарнă. Ял кунĕ пурин кăмăлне те тивĕçтернĕ, асра юлмалли ырă самантсем парнеленĕ.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网