НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Панулми сăпасĕ уява йыхравларĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 25.08.2026, 15:24 Просмотров: 9

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем панулми сăпасне уявлаççĕ. Шăрттанти культура çуртĕнче çак кун илемлĕ те асра юлмалли уяв иртнĕ.

Культура ĕçченĕсем  ачасем валли кăсăклă та савăнăçлă программа хатĕрленĕ. Пĕчĕк шăпăрлансем Зоя Яковлева ертсе пынипе тĕлĕнмелле çулçÿреве «тухса кайнă», аслисем тăрăшнипе çак уяв историне тĕпчесе пĕлнĕ, ун пĕлте-рĕшне ăнланса хак пама пултарнă. Тĕрлĕ вăйăсем выляса ăмăртни, улма-çырла темипе тупмалли юмахсем шĕкĕлчени уйрăмах ачасен кăмăлне кайнă. Панулми хăш юмахра тĕл пулать; Чылай иккен халăх сăмахлăхĕнче кун пек хайлавсем. Уяв хаваслă иртнĕ, кашнин кăмăлне çĕкленĕ. Килсене саланас умĕн  ачасем пĕр-пĕрне сĕтеклĕ пылак çимĕçпе сăйланă, кашнин пахчинче мĕн ятлă улма ÿснине те каласа панă. Панулми – чăннипех те тĕлĕнмелле çимĕç пулнине ачасем аванах туйса илнĕ.

Хамăр корр.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译