КĔлĔмкасси территори пайне кĔрекен ял-поселоксенче пурăнакансем
тăван тăрăхĔн аталанăвне хăйсен сумлă тŸПине хываÇÇĔ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе республикăра анлă салăлнă «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа епле пурнăçланнине массăллă информаци хатĕрĕсем тăтăшах çутатса тăраççĕ. Чăнах та, калаçмалăх, сÿтсе явса çĕнĕ тĕллевсем палăртмалăх курăмлă, ырă сăлтавĕсем те пур. Хамăр пурăнакан территорисенчи инфратытăма çĕнетсе лайăхлатма, обществăлла вырăнсене тирпей-илемпе хăтлăх кĕртме пулăшакан хăватлă механизм пулса тăнă проектсем Кĕлĕмкасси тăрăхĕнче еплерех пурнăçа кĕрсе пыни çинчен территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий НИКОНОВ каласа парать.
- Валерий Вениаминович, калăр-ха, Кĕлĕм-касси тăрăхне кĕрекен ялсенче республикăн «Ниме» программипе хăçан ĕçлеме пуçланă;
- Вырăнти влаç органĕнче упранакан отчетсем тăрăх пăхсан, Чăваш Енĕн пуçарăлăх бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе усă курса хамăр енре курăмлă ĕçсем тăвасси 2019 çултанпах ăнăçлă пырать. Çавăнтанпа пирĕн тăрăхра 18 проект пурнăçланнă. Апла пулсан, пурнăç пахалăхĕ те самаях лайăхланнă теме май пур. Ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ ĕçсем çинче тĕплĕнрех чарăнса тăрассăм килет. Ара, паянхи кун анлăшĕнчен пăхсан, ялсен сăн-пичĕ палăрмаллах лайăх еннелле улшăнчĕ-çке, çавăншăн чун хĕпĕртет. Манăн мар, унччен вырăнти влаç пуçĕнче тăнă ĕçчен те пуçаруллă ертÿçĕсен, ял çыннисен тÿпи çав тери пысăк пулни тÿрех курăнать кунта. Вĕсем нимелле пурнăçлас ĕçсене ял масарĕсенче тирпейлĕх тăвассинчен пуçланă, çĕрĕшнĕ картисене улăштарнă, кĕрсе тухма хурал пÿрчĕ пек пĕчĕк çурт лартнă, çавăн пекех субботниксем ирттерсе йĕри-тавралăхра тасалăх туса хунă. Пирĕнтен уйрăлса кайнисен ĕмĕрлĕх канлăхне упракан вырăнта чăн-чăн йĕрке пултăр тесе тăрăшни сăваплă пулса тухнă, малашлăха çул уçса панă тесех калас килет. Астăватпăр-ха, 2019 çултах Туçасен пĕрлехи тăрăшулăхĕпе ялти культура вучахĕ палăрмаллах çĕнелчĕ. Ниме вăйне пуртетуйса илчĕç ун чухне.
2020 çулта пурнăçланă чи пысăк проект çакă пулнă% Туçа ялĕнчи урамсенчен пĕринче - Ленин урамĕнче - юхăннă 400 м тăршшĕ çула (732,536 тенкĕлĕх) юсанă. +ак ял çыннисем питĕ пуçаруллă та активлă пулнипе ырă, пуриншĕн те усăллă ĕç нумай тунă. Палăртсах хăварар, 2021 çулта Комсомольски урамĕнчи çула 780 м тăршшĕ юсанă, вак чулпа тикĕслесе хытарнă, кирлĕ ĕçе пурнăçлама пĕтĕмпе 1569443,26 тенкĕ хывнă. Каласах хăварар, кунта ял халăхĕ пухса панă укçа-тенкĕ тÿпи самай пысăк. Шанчăклă çулĕ хамăршăнах-çке!
Кĕлĕмкассинчи культура çурчĕн котельнăйĕнче çутçанталăк газĕпе ĕçлекен хурансем вырнаçтарасси çинчен сĕнÿ паракансене те ырлас килет паян. Мĕн тери кирлĕ ĕç тунă вĕсем, проекта пурнăçласанах клубра палăрмаллах ăшă пулнине кашниех туйса илнĕ ĕнтĕ. Ăçта ăшă - çавăнта хăтлă!
Ырă ĕçсен пуçарулăхĕ çынсенченех тухать. Вĕсем тăван ялта пурнăç пахалăхне ÿстерес тесе хăйсем мĕн пултарнине пĕтĕмпех тума хатĕр. Хăш объектсене чи малтан юсамаллине, çĕнетмеллине хăйсемех палăртаççĕ, сасăласа суйласа илеççĕ, проектне туса конкурса тăратаççĕ. Çапла «Ниме» программăна хутшăнни патшалăх пулăшăвне ытларах илме май парать. Çакна пĕчĕк ял-поселоксенче пурăнакансем те ăнланса илчĕç.
Акă Мереçенпе Алшикре пурăнакансен активлăхĕ те çакнах çирĕплетет. 2022 çулта кăна ку поселоксенче пурăнакансен пуçарулăхĕпе икĕ пысăк проекта пурнăçланă. Мереçенти +ĕнĕ урамри çула 400 м тăршшĕ юсанă, 659840,57 тенкĕлĕх ĕç тунă. Алшикре те чи малтан çулсем çине ытларах тимлĕх уйăрма тĕллев тытнă, Лесная урамри автоçула 400 м тăршшĕне тикĕслесе-юсаса тухнă, вак чулпа çирĕплетнĕ. Реализациленĕ проектăн пĕтĕмĕшле хакĕ 665395,50 тенкĕпе танлашнă. Çак суммăн темиçе процентне кăна халăхран пуçтарнă, ыттине пĕтĕмпех республика тата муниципалитет бюджечĕсенчен уйăрса панă. Куратпăр ĕнтĕ, пуçарулăх бюджечĕн укçи-тенкипе пурнăçланакан программа пулăшăвĕпе мĕнешкел пысăк тĕллевсене çитме çул уçăлать. Халĕ кирек епле çанталăкра та çирĕп çулсемпе çуран çÿреме, машинăпа кĕме çав тери меллĕ.
Çул проблемине Кĕлĕм-кассинчи Советская урамра та татса панă, 2024 çулта 900 м тăршшĕне хăпартса, юсаса çирĕплетнĕ. Пĕлтĕр вара ял масарĕ патне пыракан çула, 595 м тăсăлакан, йĕпе-сапара юхăнса-çăрăлса тăракан участока юсанă, тикĕслесе хытарнă. Ку ĕçсене хывнă пĕтĕмĕшле укçа-тенкĕ сумми 2285477,21 тенкĕпе танлашнă.
Туçасем те урамсене тирпейлессипе çанă тавăрсах тимлеççĕ, Ленин урамĕнчи çулăн тепĕр участокне, 600 м тăршшĕне (1773170,08 тенкĕне ларнă) такăрлатрĕç тата культура çурчĕн йĕри-таврашĕнче кăтартуллă йĕрке туса хучĕç. Вĕсен пĕтĕмпе 1017431,04 тенкĕ тăкакланнă. Кунта уçă тÿпе айĕнчи сцена, ачасем пухăнса вылямалли, аслисемпе пĕрле канмалли вырăн _ спорт площадки (2853268,50 тенкĕ хывнă) - пур. Чечексем акса, ÿстерсе илемлетнĕ хăтлă кĕтес пурне те илĕртет. +уллахи каникула хуларан яла, кукамăшсемпе кукашшĕсем, асламăшĕсемпе аслашшĕсем патне килекен шăпăрлансем те кăмăллаççĕ ку вырăна, ача-пăча сасси кун каçипе те лăпланмасть. Урамра ача сасси илтĕнни тата мĕнешкел паха! Вĕсенче çке пирĕн малашлăх. Кĕлĕмкассисен ачисем валли те çакнашкал вылямалли меллĕ площадка туса панă, кунта та пĕчĕккисене илĕртме хăтлă условисем çителĕклĕ.
- Чи пысăк проектсем хăшĕсем пулчĕç-ха сирĕн, вĕсене пурнăçлама мĕнрен тытăнтăр;
2023 çулта Кĕлĕмкассинчи Молодежная урамра пурăнакансем килĕсене шыв кĕртессипе çыхăннă задачăна халăх умне кăларнăччĕ. Пĕрле пухăнса канашланă, хамăр вăйсене тĕплĕн виçсе пăхнă хыççĕн тĕллеве пурнăçа кĕртме йышăнтăмăр. Кил хуçисен тахçанхи ĕмĕчĕ çав çулхинех тулчĕ. Таса шыв уйрăм çуртсене пырса тăма тытăнсан мĕн тери савăнчĕç вĕсем. +акăншăн хăйсем те нумай тăрăшрĕç, строительсене май килнĕ таран пулăшрĕç. Сметăн пĕтĕмĕшле хакĕ - 1319292 тенкĕ.
Палăртсах хăварас килет, кăçал уйрăмах пысăк, курăмлă ĕçсем турăмăр эпир. Пĕр харăсах 4 проекта реализацилеме вăй-хăват çитертĕмĕр. Хальхинче каллех ял çыннисем пуçаруллă та активлă пулни калăпăшлă ĕçсен лавне хускатса яма пулăшрĕ. Культура çурчĕ - ялăн чĕри, пĕтĕм пурнăç пирĕн унпа çыхăннă. Çавăнпа ăшă вучахăн йĕри-таврашне тирпей-илем кĕртме тĕллев тытнăччĕ эпир. Çу уйăхĕ çитсенех, çурхи шыв-шур типсен, ĕçе пуçăнтăмăр. «Дормаш» подряд организацийĕ клуб умĕнчи кивĕ тротуар плитисене сÿтсе ку вырăнта талккишĕпех çĕнĕ брусчатка сарса пачĕ. Ĕçсен пахалăхне хурлама çук, палăртнă тивĕçĕсене рабочисем срокра вĕçлерĕç. Про-ектпа смета хакĕ 1634513,12 тенке ларчĕ. Малашне çулла ял-йышпа ирттерекен меро-приятисене çак хăтлă площадкăра йĕркелеме питĕ меллĕ пулĕ.
Кунпа кăна лăпланса лармарăмăр-ха эпир, клуб çумĕн-чи лапамра вак чул сарса машинăсем лартмалли площадка турăмăр, тăкакланă укçа-тенкĕ сумми 515725,44 тенкĕпе танлашрĕ. +авна май ялти чиркĕве, культура çуртне çăмăл машинăпа килекенсен проблемине татса патăмăр. Халĕ вĕсене транспорт хатĕрне ăçта лартса хăварас ыйту пачах та канăçсăрлантармасть. Халăхра каланă пек, тÿрех икĕ мулкача тытма май килчĕ: пĕрре - парковка пурне те питĕ кирлĕ, тепре - ку çул çÿрев хăрушлăхне сирет.
Хамăр ял-йыша лайăх условисем туса парасси яланах пирĕн тĕп тĕллев пулнă, хальхи вăхăтра çав ырă, пĕлтерĕшлĕ ĕçсене тума «Ниме - Халăх бюджечĕ» программа пулăшни мĕнлерех пысăк çăмăллăх кÿрет. Çынсем хăйсем аван курса тăраççĕ çакна, çавăнпа кашнинчех пуçаруллă утăмсем тăваççĕ. Çултан çул çĕнĕ проексем тăватпăр, пурнăçа кĕртетпĕр.
- Нумай пулмасть тĕплĕ юсаса çĕнетнĕ шкулта та лайăх улшăнусем пулса иртни çинчен илтрĕмĕр эпир. Валерий Вениаминович, çавсем çинче кăштах чарăнса тăрар-ха.
- Çапла, шкула газпа хутса ăшăтакан котельнăйĕнче республикăн пуçарулăх бюджетĕнчен уйăрса панă укçа-тенкĕпе усă курса юсав ирттертĕмĕр, «Спецлессервис» ООО рабочийĕсем умри задачăсене пахалăхлăн пурнăçларĕç. Вĕсемех котельнăй тăррине улăштарса пачĕç. Пурнăçланă ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ _ 2112219,29 тенкĕ.
Çак тапхăртах Туçари Энгельс урамĕнче те ĕç вĕресе кăна тăчĕ. Урамри 295 м тăршшĕ çула «Дормаш» ООО ĕçченĕсем юсаса çирĕплетрĕç. Автогрейдер вак чул сарса тухнă çула лайăх таптаса хытарчĕ. +ул шанчăклăхĕ никама та иккĕлентермĕ тесе шутлатăп, ун çине хывнă укçа-тенкĕ сумми 1079523 тенкĕпе танлашрĕ.
Кăçалхи сулмаклă утăмсем малашлăх планĕсене татах та анлăрах тума хистеççĕ. Кунта вара ял-йыш шухăш-кăмăлне малти вырăна хуратпăр, вĕсем обществăлла инфратытăма аталантарассипе малашне мĕн çине ытларах тимлĕх хывасси, мĕнлерех проектсемпе ĕçлесси йăлтах вĕсенчен килет. Чи кирли - вырăнти влаçпа ял-йыш пĕр чĕлхе тупма пĕлни. +итес çула валли эпир 6 проект тăратрăмăр конкурса, вĕсенчен ытларахăшĕ хамăр тăрăхри пĕвесене тасатассипе, çулсене юсассипе çыхăннă. Палăртнă тĕллевсем патне пĕрлехи вăй-хăватпа талпăнни темĕн-ле йывăр ыйтусене те татса пама пулăшĕ тесшĕн эпĕ хамăр калаçăва вĕçленĕ май. Хамăр тăрăхри пуçаруллă та активлă çыннăмăрсене, ĕçсене пурнăçлакан подрядчиксене пурне те пысăк тав!
Август 2026 |
