Физкультурниксен кунĕ умĕн Чăваш Тимешри библиотекăра «Спорта юратсан, сывлăхлă пулан!» чĕнÿпе ачасене явăçтарса мероприяти ирттернĕ?
Чи малтанах ачасем çак уявăн кĕске историйĕ, ăна хăçан паллă тума тытăнни çинчен каласа панине итленĕ, унтан шăпăрлансем пĕр-пĕринпе тĕрлĕрен ăмăртусенче тупăшнă? Хăйсен пĕлĕвне «Мĕнле спорт тĕсĕ çинчен сăмах пырать?» интеллектуаллă викторинăра тĕрĕсленĕ, тупмалли юмахсен тупсăмĕсене шыранă?
Кашни çыннăн сывлăхĕ - хăйĕн аллинче, ăна упрамалли, çирĕплетсех пымалли çинчен те калаçнă ачасемпе библиотекарь? Тĕрĕс апатлану, кун йĕркине пăхăнни, уçă сывлăшра ытларах пулни сывлăхшăн усăллă пулни пуриншĕн те паллă ĕнтĕ? Апла пулсан малалла, сывă пурнăç йĕркине кирек хăçан та тытса пымалла!
Август 2026 |
