НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Йӗпреҫ округӗнче паян Правительство кунĕ иртет

Категория: В районе Опубликовано: 07.02.2025, 15:00 Просмотров: 1360

 

Унта Республика Пуҫлӑхӗ тата влаҫ органӗсем хутшӑнаҫҫӗ.

Йĕпреҫ округĕн пуҫлӑхĕ Игорь Семенов иртнĕ 5 ҫулта туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчĕ, ҫитес 6 ҫулхи тӗллевсемпе паллаштарчӗ. 

Палӑртмалла, Пучинкери сĕт-ҫу завочĕ аван аталанать. М-12 ҫул ҫывӑхра пулни те Йĕпреҫсене ырӑ витĕм кӳрет, анчах та автоҫула тунӑ чухне округри ҫулсем юрӑхсӑра тухнӑ. Вӗсене 2026-30-мӗш ҫулсене йӗркене кӗртме палӑртнӑ.

Кӑҫал Йӗпреҫ тӑрӑхне кӗрекен Кĕлĕмкасси ялĕнче ҫĕнĕ шкул ҫĕклеме палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне, Хурамалта 150 вырӑнлӑ култьура ҫурчӗ тӑваҫҫӗ. Подрядчик палӑртнӑ тӑрӑх, ака уйӑхĕнче шалти отделка ĕҫĕсене пурнӑҫлама пуҫлӗҫ. 

Йĕпреҫ округĕнче 5 ҫулта 3 ФАП тунӑ, 10 земство тухтӑрĕ ĕҫлеме килнĕ. Кӑҫал Ирҫе Ҫармӑс ялĕнче тухтӑр практикин офисне тума палӑртнӑ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译