Малалли
Килĕнче те кăмăлĕ уçăлмарĕ ун. Зина патне те, темиçе хутчен чĕнчĕ пулин те, чунĕ туртмарĕ. Нинăпа та калаçас килмерĕ ун. Арăмĕ те сăмах хушмарĕ ăна. Куншăн вăл хĕпĕртерĕ çеç.
Ирхине ирех Мишăна телефон шăнкăравĕ тарăн ыйхăран вăратрĕ.
- Михаил Григорьевич, килĕр-ха хăвăртрах ĕçе, кунта сире налог инспекцийĕнчен, банкра ĕçлекенсем кĕтеççĕ, - Галина Васильевна калаçать иккен.
Пÿлĕм алăкĕ патне пырсанах Миша шалта хĕрÿ калаçу пынине туйрĕ.
- Эсир пире вăл укçана тавăрса параймастăр, - илтрĕ вăл хĕрарăм сассине. - Çавăнпа та сирĕн фирмăна хупса ун пурлăхне сутма тивет.
- Тăхтăр-ха эсир, часах Михаил Григорьевич килет. Пĕрле канашлăпăр, - лăплантарасшăн вĕсене Галина Васильевна.
Хаяр сăмахсене илтсен Мишăн чĕри шартах турĕ. Фирмăна туртса илсе унта ĕçлекенсене укçасăр, ĕçсĕр хăварсан ăна пĕрле ĕçленĕ юлташĕсем нихăçан та каçармĕç. Мĕнле-ха капла, Николай Сидорович ĕçленĕ чухне чиперех пыратчĕç ĕçсем. Пин çумне пин хутшăнатчĕ. Налогсене те вăхăтра тÿленĕ. Халĕ вĕсене вăхăтра тÿлеменнипе пени хушса пани фирма ĕçне пушшех путлантарчĕ. çак лару-тăруран тухма мел шыраса тупаймарĕ Миша. Ун куçĕ умне нумай пулмасть туяннă икĕ пÿлĕмлĕ хваттерĕ тухса тăчĕ. Мĕн чухлĕ пурлăх унта унăн. Ăна вăл арăмĕнчен, юлташĕсенчен вăрттăн туяннă. Сахал мар хĕрарăмсемпе алхаснă вăл унта. Фирма укçи те пайтах кайнă вăл хваттере. Ăна сутсан та банка тÿлеме укçа çитмĕ. Эппин, фирмăна хупмах лекет.
Виталийпе Анатолий те, Галина Васильевна та сиввĕн сывпуллашрĕç унпа, урам шăлаканра ĕçлеме сĕнсе хăварчĕç.
ххх
Уроксем вĕçленнĕ пулин те, Нина Николаевна киле васкамарĕ. Йывăр предметах мар ун предмечĕ, вăл аслă классенче географи вĕрентет. Вĕрентÿ пособийĕсенчи темăсене те ĕнтĕ тахçанах пăхмасăр пĕлет. çапах та кашни уроках тĕплĕн хатĕрленет вăл. Интернатра вĕреннĕ чухне час-часах тупăшса илетчĕç вĕсем Ирăпа çакăн пирки. Лешĕ уроксене яланах çиелтен хатĕрленетчĕ те урама тухса чупатчĕ. Нинăна вара нихăçан та урам илĕртмен. Вăл яланах вулатчĕ. Вăтам шкула та пĕр «тăваттăсăр» пĕтерчĕ. çавна май пединститута та экзаменсăрах илчĕç ăна вĕренме. Астăвать-ха Нина, экзаменсем вăхăтĕнче вăл час-часах чÿречерен пăхса ларатчĕ, иртен-çÿренсем çине ăмсанса пăхатчĕ. Часрах институтран вĕренсе тухма, ĕçлеме пуçлама ĕмĕтленетчĕ. Акă халĕ ĕнтĕ вăл ирĕклĕ. Халĕ вăл мар, ун куçĕнчен тинкерсе пăхаççĕ мăшăр куçсем. çамрăклăх вăхăтне самантлăха та пулин тавăрас, юлташĕсемпе калаçас килет Нинăн.
Халиччен уроксем хыççăн яланах килне васканă Нина Николаевнăн паян шкултан тухас килмерĕ. Туртмарĕç ăна урисем киле. Мишăпа тĕл пулас саманта кăшт та пулин тăсас тесе хула урамĕпе çуранах утрĕ вăл. Тăватă пÿлĕмлĕ хваттерти япалисем те уншăн ют. Сывлăш çитмест унта. Кашни кун пулса иртекен калаçу йăлăхтарчĕ ăна. Халĕ вăл Миша ĕçрен таврăнасса та малтанхи пек кĕтмерĕ. «Кĕçĕр ан таврăнтăрччĕ», - тесе ĕмĕтленсе выртрĕ. Сивĕнчĕ ун чунĕ Мишăран. Кÿренÿ-тарăхăва сирес тесе те пăхрĕ вăл, анчах куçĕ умне яланах Миша хăйне хĕнени, унăн çиллес сăнĕ, Зина хваттерĕнче пулса иртни тухса тăчĕ. çапах та киле таврăнмаллах. Вăйпа хистерĕ вăл хăйне хваттерне таврăнма. Унта унăн ачисем. Вĕсем амăшне кĕтеççĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем Нинăн пĕртен-пĕр шанчăкĕ, телейĕ.
Килте ют çын пуррине хваттерне кĕрсенех туйрĕ Нина, ачисем шавлани те илтĕнмест, алăк умĕнче ют туфли.
- Салам, Нина Николаевна, каçарăр хăнана чĕнмесĕр килнĕшĕн.
Пÿлĕмрен тухакан Иван Петрович Тарасова курсан Нина пĕр самант хытса тăчĕ. Мĕн кирлĕ ăна кунта. Миша патне килнĕ-ши.
- Салам, анчах кăлăхах кĕтетĕр эсир Мишăна. Вăл часах таврăнмасть.
- Эп сан пата килнĕ. Миша паян вуçех те таврăнмасть киле, - алăри чечек çыххине Нинăна тыттарчĕ Иван Петрович. - Вĕсен фирмине банкрот тесе йышăнчĕç. Миша ÿсĕрччĕ. Зинаида Ильиничнăпа иккĕшне хулара тĕл пултăм.
Темиçе уйăх каялла çак сăмахсене илтнĕ пулсан Нинăн чĕри пăчăртанса ыратмалла. Ун ăш-чикĕнче халĕ пĕр хускану та пулмарĕ. Ку Нинăна савăнтарчĕ. Эппин, Миша тек ун чĕринче çук.
- Нина, сан пата киличчен эп чылайччен шухăшларăм. Эс Михаил Григорьевич мăшăрĕ пулнăран сана улшăннă пулĕ тенĕччĕ. Сан çинчен тĕрĕссине пĕлме Зинаида Ильиничнăпа коньяк ĕçме те лекрĕ. Больницăна та пынăччĕ сан пата, анчах аманнă чĕрÿне хускатас темерĕм. Эсĕ ман чĕрери сÿннĕ туйăмсене çĕнĕрен хускатрăн, Нина.
Нина арçын çине нимĕн ăнланмасăр пăхса тăчĕ. Мĕн ку. Ăна анчах кÿрентерчĕç, ун туйăмĕсене таптарĕç, вараларĕç, чĕрине ĕмĕрлĕхех шăнтрĕç. Халĕ вара çав пурнăçа çĕнĕрен таврăнма сĕнеççĕ. çук, нихăçан та пулмĕ ку. Нина тек нихăçан та, никама та юратмĕ.
- Иван Петрович, хитре сăмахсем хыççăн кайма эп вунçиччĕри хĕр мар тек. Эпĕ сире, арçынсене, шанмастăп. Эсир пурте ултавçăсем. Хĕрарăм сирĕншĕн тарçă вырăнĕнче çеç. Ачасене, ĕçе парăп хам юратăва.
- Нина, сан пек кăмăллă хĕрарăма эп ĕмĕр таршшĕпех шыранă. Укçа-тенкĕ манăн çителĕклĕ. Пул ман мăшăр. Эс мана тивĕçтеретĕн.
- Эсир мана тивĕçтерместĕр. Укçа пирки сăмах ан пуçарăр. Вăл ман пурнăçа пăсрĕ, чуна чуллантарчĕ. Эп нихăçан та укçана хапсăнман. Укçа нихăçан та никама та телей кÿмен. Ăçта укçа - унта куççулĕ. Хăвăр валли мăшăр хăвăр ушкăнра шырăр. Каçарăр тÿрккес сăмахсемшĕн, сывă пулăр.
Иван Петровичпа çапла тÿрккес калаçнăшăн хăйне ÿпкелемерĕ Нина. Вăл та Миша пекех укçашăн çунакан çын пек туйăнчĕ ăна. çавнашкал арçынтан пĕрре инкек тÿснĕ хĕрарăм чĕрине çепĕç сăмахсем ăшăтаймарĕç. Чĕререн юратнăччĕ вăл Мишăна. Тен, ачисенчен те ытларах хакланă. Ун сывлăшĕпе сывланă, ун пурнăçĕпе пурăннă. Вăл вара ăна ытларах чышкипе «юратрĕ». Юратакан чĕрене пăрлантарчĕ. Арăмĕпе ачисене укçапа улăштарчĕ. Чун-чĕре туйăмĕсене шута илмерĕ. Унăн пĕртен-пĕр тĕллевĕ те укçа нумайрах ĕçлесе илесси. Анчах укçа хăйнех тĕп турĕ ăна. Мишăна фирмăна панкрута кăларнă хыççăн коммерци ĕçĕпе вăй хуракансем хисеплеменнине пĕлет вăл. Анчах ун чĕринче хĕрхенÿ те, савăнăç та пулмарĕ. Ун чĕри пăрланчĕ.
ххх
Икĕ çул иртрĕ унтанпа. çурма вилĕ çын пек туйрĕ хăйне Нина Николаевна çав çулсенче. Ирхине ачасемпе шкула васкарĕ, уроксем хыççăн та вĕсем киле пĕрлех таврăнчĕç. Анчах кил теес килмест Нинăн хăй пурăнакан хваттере. Мишăпа вăл ачисен ашшĕ пултăр тесе çеç пурăнчĕ. Каçсерен килне таврăнас килмерĕ. Арăмĕ улшăннине упăшки те сисрĕ. Нумай укçа çинче пурăнма вĕреннĕскере хальхи пурнăçĕ савăнтармарĕ ăна. Пĕр предприятине цех мастерĕ пулса ĕçлеме вырнаçрĕ вăл.
Вĕçĕ пулать
Август 2026 |
