НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Йăла-йĕркепе тулнă çу кунĕсем

Категория: Публикации Опубликовано: 28.07.2026, 13:12 Просмотров: 169

Утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енре культура пулăмĕсене пĕрлештернĕ Пĕтĕм Раççейри «Фольклорăн пĕрлехи кунĕ» акци иртнĕ.

Тĕп мероприятисенчен пĕри - «Манăçми аваллăх» – «Çăлкуçсем патне таврăнни» фольклор уявĕ «Ясна» этнокомплексĕнче иртнĕ. Унта Чăваш енри ултă муниципаллă округри çамрăксен фольклор коллективĕсем хутшăннă. Вĕсен йышĕнче пирĕн тăрăхри Туçа ялĕнчи «Ахах» фольклор ушкăнĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Хунав» фольклор коллективĕ те (ертÿçи Ираида Васильевна Ильина) пулнă. Вĕсем куракансене хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă, юрăсемпе савăнтарнă. Яш-кĕрĕмрен тăракан илмелĕ пултарулăх ушкăнне Диплом парса чысланă.

Курмалли чылай пулнă уявра. +амрăксем, чăваш аваллăхĕн атмосферине лекнĕ май, мăн асаттесен йăлисемпе, çемьери йĕркесемпе тĕплĕнрех паллашнă, авалхи музыка инструменчĕсене тытса курнă, чăваш символĕсен ăсталăх класне хутшăнса хĕвел рунине тунă.

Хутшăнакансене Чăваш Республикин культура министрĕн çумĕ Георгий Богуславский тата Шупашкар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Владимир Михайлов саламланă. Вĕсем халăх йăли-йĕркине упраса хăварасси тата культура эткерлĕхне пулас ăрăва парасси пĕрлехи пысăк та пĕлтерĕшлĕ ĕç пулнине палăртнă.

Çав кунах республикăри «Сик! Тух!» этнокультура проекчĕ вĕçленнине те паллă тунă. Вăл мĕнпур муниципаллă округсене çавăрса илнĕ тесен те йăнăш пулмĕ. Ачасем халăх вăййисене тата ĕлĕк йăлара пулнă ĕçсене хутшăнса пăхма пултарнă - утă çулнă, йĕтĕн вăррине авăртнă, вăйă картинче çÿренĕ.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译