Илья Павлович Прокопьев... Çак хушамата асăнсанах пирĕн ума обществăн паллă деятелĕ, Вăрнар тăрăхĕнчи Мăчамăш ялĕнче çуралса ÿснĕ мухтавлă çыннăн таса сăнарĕ тухса тăрать. Вăл пирĕн республика пуласлăхне çĕнĕ шая çĕкленĕ, наци кадрĕсене тĕрĕс суйласа илсе вĕсене Чăваш Ен аталанăвĕшĕн хăйсенчен мĕн килнине пĕтĕмпех тума хистенĕ.
Илья Павлович утса тухнă мухтавлă çул - чăннипех те сăваплă ĕçсемпе паллă пулса юлнă ĕçпе кĕрешÿ çулĕ. Вăл 1926 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче кун çути курнă. Кăçал вăл çуралнăранпа 100 çул пулать.
Илья Прокопьевич вунçиччĕре Нурăсри (Калининăри) педагогика училищинчен «пиллĕк» паллăпа кăна вĕренсе тухса Хăмăшри çичĕçуллăх шкулта ачасене вĕрентме тытăннă. 1943 çулхи чÿк уйăхĕнче ăна Хĕрлĕ çара кайма хут тыттарнă.
Çарти пурнăçĕ çинчен аса илнĕ май, хăйĕн кун кĕнекинче çакăн пек йĕркесем çырнă: «1943 çулхи чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче пире Вăрнарти чукун çул станцийĕнчен тавар пуйăсĕпе Хĕвелтухăç еннелле илсе кайрĕç. Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Хабаровска çитрĕмĕр, пире, 200 çамрăка, 3-мĕш уйрăм полигон полкĕн казармисене вырнаçтарчĕç.
Фашистла Германие çĕнтернĕ хыççăн 1945 çул вĕçлениччен Китайпа Корейăна йышăннă япун окупанчĕсемпе çапăçнă. Иккĕмĕш инçетхĕвелтухăç фронтĕнче тăнă май, Амурпа Сунгари юханшывĕсем урлă каçма хатĕрленекен хĕрлĕ çăлтăрлă салтаксене Маньчжурин тепĕр енне каçса ÿкме пулăшаттăмăр. Пĕтĕм çар техникине темиçе талăк хушшинче Маньчжурин варрине каçарма ĕлкĕртĕмĕр эпир. Тен, эпир кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлени Японие 1945 çулхи авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче парăнтарма пулăшрĕ пулĕ».
Иккĕмĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ ĕнтĕ, анчах Илья Прокопьевăн çар хĕсмечĕ малаллах тăсăлнă. 1950 çулхи çурла уйăхĕчченех вăл Хĕвелтухăç сывлăшĕпе сывланă. +ав хушăрах куçăмсăр майпа Хабаровскри патшалăх педагогика институтне вĕренме кĕнĕ.
1950 çулта Илья Прокопьев авланса савнă мăшăрĕпе Гальăпа Чăваш çĕршывне таврăннă. Хăйне 1974 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче иртнĕ пленумра КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарьне суйлас вăхăт çитессе çавăн чухне вăл сиссе-туйса тăнă тейĕн. Ара, унăн мĕнпур ĕçĕ-хĕлĕ парти тытăмĕпе çыхăннă-çке: Илья Павлович КПСС Калинино райкомĕн пай пуçлăхĕ, секретарĕ тата пĕрремĕш секретарĕн пулăшуçи, унтан вара КПСС Чăваш обкомĕн секретарĕ пулнă.
Партипе патшалăхăн паллă деятелĕ, Чăваш Автономи Республикин ултă, СССР Аслă Канашĕн тăватă хут депутачĕ пулнă Илья Прокопьев республика пуçĕнче хăюллăн та шанчăклăн тăнă тапхăрти Чăваш Ен Атăл тăрăхĕнчи чи вăйлă аталаннă кĕтес шутланнă.
х х х
Илья Павлович Чăваш çыравçисемпе, искусство çыннисемпе уйрăмах туслăччĕ. Вăл паллă поэтсемпе писательсем çинчен çырнă чылай статьясен авторĕ. +авна шута илсе ĕнтĕ ăна Чăваш писателĕсен Союзĕн йышне илнĕ, вăл пултарулăх çыннисем ирттерекен канашлусене уйрăмах хастаррăн хутшăннă. Прокопьев çырнă пысăк калăплă хайлавсем Мускавра, ытти çĕрте тухакан кăларăмсенче вырăн тупнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар. Парти обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ республикăри ялхуçалăх предприятийĕсене тăтăшах тухса çÿретчĕ, ĕçлĕ тĕлпулусен вăхă-тĕнче тыр-пул ÿстерекенсемпе, выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе, ял сăн-сăпатне çĕнĕ сăн кÿрекен строительсемпе калаçнă чухне тĕлĕнмелле ăшă сăмахсем тупма пултаратчĕ.
Илья Прокопьева пуçласа чи малтан ăçта курнине кĕскен те пулсан палăртса хăварам-ха. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсем хыççăн Вăрнар районĕнчи Кульцаври Ленин ячĕллĕ колхозра ял ĕçченĕсен республикăри слечĕ иртнĕччĕ. Вăл вĕçленнĕ хыççăн Илья Павлович «Волга» машинăпа пирĕн ял урлă (сăмах виçĕ район чиккинче ларакан +ĕнĕ Шуртан пирки пырать) Канаш хулине çитсе ÿкес тĕллев тытнă пулнă. Канашлу умĕн вăйлă çумăр çуса иртнĕччĕ. Яла кĕмелли вырăсла хапха тĕлне çитсен парти обкомĕн машини лакса ларнă. Эпир, ачасем, инкеке лекнĕ водительпе пассажира пулăшас терĕмĕр, унтан-кунтан тĕртнĕ хыççăн «Волга» çăмăллăнах вырăнтан тапранса кайрĕ. Шоферпа юнашар ларнă пассажир пире кĕсйинчен лавккара канихвет-пĕремĕк туянма укçа тыттарса хăварчĕ% «Ку вăл манран, Прокопьевран панă парне пултăр», _ терĕ вăл. +ак çын парти обкомĕнче ĕçлекен Илья Прокопьев пулнине каярахпа тин пĕлтĕм эпĕ. Кун хыççăн темиçе çул иртсен пирĕн ялтан Вăтакас Татмăш ялне асфальт çул тăсăлса выртни ăнсăртран килсе тухнă пулăм пулман ĕнтĕ.
Обкомăн пĕрремĕш секретарĕнче халăх умĕнче хăйĕн ырă сипетлĕхĕпе, кăмăллăхĕпе ыттисенчен пайăрăмăн уйрăлса тăратчĕ Илья Павлович, унпа кирек хăш вăхăтра та пĕр чĕлхе тупма çăмăлччĕ. Партипе патшалăхăн сумлă ĕçченне çынсем çав тери юратса хисепленĕ. Тăван çĕршыв та ăна тивĕçлипех хакланă. Вăл КПСС Тĕп комитет Президиумĕн членĕн кандидачĕ пулнă. Илья Павлович _ икĕ хут Ленин, виçĕ хут ,çлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен тата «Хисеп Палли» орден, нумай-нумай медальсен кавалерĕ. Ытти награда та чылай унăн. Тивĕçлĕ канăва тухсан та ĕçсĕр пĕр саман та пурăнман вăл, Санкт-Петербургри техника университечĕн Шупашкарти филиалĕн доценчĕн (вăл экономика ăслăлăхĕсен кандидачĕ) тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Литература хайлавĕсемпе пĕрлех наука ĕçĕсем те сахал мар çырнă.
Чăваш хресченĕн çемйинче çуралса пурнăç çулĕ çине шанчăклă кăмăл-туйăмпа хăюллăн та хастаррăн тăнă Илья Прокопьев ятне тăван халăх чун-чĕрере тасан упрать. Ăна «Чăваш Республикин паллă çынни» хисеплĕ ят панă. Илья Прокопьев хĕрÿллĕ чĕри тапма чарăничченех тăван халăхпа пĕрле пулнă.
Кăçалхи нарăсăн 20-мĕшĕнче И.П. Прокопьев пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа 9 çул çитрĕ. Шупашкарта унăн ячĕллĕ урам пуласса шанса тăратăп. +ак шанăç пурнăçа кĕрессе çирĕп ĕненетĕп.
Геннадий Кузнецов
Август 2026 |
