НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Анна Тумаланова пĕчĕк Куляпа паллаштарать

Категория: Публикации Опубликовано: 28.07.2026, 13:03 Просмотров: 166

Пĕчĕк чухне кашниех мĕн çинчен те пулин ĕмĕтленет. Çитĕннĕçемĕн ачалăхри ĕмĕтсем улшăнма та пултараççĕ е хуçипе пĕрлех ÿссе пыраççĕ. Чун тĕпĕнчи вара, чи хаклă шухăш-тĕллев, маяк пек, ĕмĕр тăршшĕпех кун-çула çутатса пырать, хавхалану кÿрет.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Анна Тумалановăн «Пĕчĕк Кулян пысăк тĕллевĕсем» кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Унăн алçырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2025 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ. Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Кĕçĕн çулхи ачасем валли хатĕрленĕ кĕнеке 1510 экземплярлă тиражпа кун çути курнă. Редакторĕ – Ольга Федорова, ÿнерçи – Наталия Андреева.

Повесть арçын ачасен кăмăлне каясси куçкĕрет, хуплашкара хоккейла вылякан маттурккана куратпăр. Ку Куля пулнине тÿрех тавçăрса илме пулать. Хайлаври ĕçсем шăпах ун тавра пулса иртеççĕ. Повеçĕн кашни сыпăкĕ унăн кулленхи пурнăçĕнчи пĕр-пĕр саманта сăнласа парать. Вĕçĕнче вăл е ку пĕтĕмлетÿ кĕтет. «Куç хăрать те ал тăвать» пайра тĕп сăнар хайхи хоккейçă тумне тата чĕркуççийĕсене сыхлакан щитсене еплерех хатĕрлени çинчен каласа парать. Чи тĕлĕнмелли – Куля йăлт хăй ăсталать. Мелне те шухăшласа тупать вĕт. Амăшĕ ятласран шикленсен те пуçăннă ĕçе вĕçне çитерет. «Çапла, хитре форма хитре выляма та хистет! Хăвăн аллупа туни – тата ытларах та!» – пĕтĕмлетет автор.

«Асамлă тĕнче» сыпăкра Куля пĕлÿ тĕнчине ярса пусать. Унпа пĕр çултисем пурте пĕрремĕш класа каяççĕ, ăна вара кĕçĕнрех тесе килте хăварасшăн. Тантăшĕсенчен епле юлтăр-ха ача. Çине тăрсах шкула çÿреме пуçлать, тăрăшса вĕренет. Иккĕмĕш класа куçмалла чухне вара ăна тепĕр хутчен пĕрремĕш класа хăварасшăн пулаççĕ. Мĕн тери кÿренмелле! Малалла мĕн пулнине пĕлес килет-и? Апла, кĕнекене илсе вуламалла.

«До-ре-ми... фа!» сыпăкра Кулян ашшĕ, ывăлĕнчен чăваш Рихтерĕ (паллă совет тата Раççей пианисчĕ, органисчĕ, композиторĕ) тăвас ĕмĕтлĕскер, ăна Йĕпреçри музыка шкулĕн директорĕ патне илсе каять. Шупашкарти музыка шкулне вĕренме яма малтан ачасене район центрĕнче тĕрĕсленĕ, унтан тин пултаруллисене тĕп хулана кайма сĕннĕ. Куляна ашшĕн шухăшĕ пĕртте килĕшмест, ара, ăна нотăсем мар, шайбăпа клюшка çывăхрах. Анчах арçын ача хирĕçлесе нимĕн те каламасть – усси пурпĕр пулас çук, асли хăй палăртнине пурнăçа кĕртесшĕнех пулĕ. Яваплă самант çитсен вара... Куля шалт-палт тĕлĕнтерет. Амăшĕ калашле, ачан шухăш-кăмăлĕ ялан çитĕннисенчен килмест, «хăйĕн те пуçĕ пур».

«Турăх тути» сыпăкра арçын ача Хветура аппана вĕренрен татăлса кайнă вăкăртан çăлать. «Ун чухне лашасем те хисепреччĕ», «Хурлăхлă уйрăлу» ятлисенче утпа ĕçлеме хăнăхать. «Вăйлă сăлтавра» пахчара çум курăкпа кĕрешет. Ялти ачан савăк кунĕсем çинчен вулама чăннипех интереслĕ. Повеçĕн тĕп шухăшĕ вара «Юратнă кÿршĕсем» сыпăкра пытаннă пулĕ: «...умра тĕллев пулсан ун патне çитме пулатех. Юнашар юлташсем тата ырă кăмăллă кÿршĕсем пулсан çитме тата та çăмăлрах пулĕ».

Ольга ИВАНОВА

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

Анна Михайловна Тумаланова (Езюкова) – прозаик, сăвăç, драматург. Вăл 1956 çулхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш АССРĕнчи Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхаль ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш, Патăрьелти шкулсенче вĕреннĕ. Малтанхи сăввисене улттăмĕш класра çырнă, Патăрьел районĕн «Авангард» хаçатĕнче пичетленнĕ. 9-10-мĕш классенче Шупашкарти 3-мĕш музыка шкулĕнче (каярахпа – Г.С. Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейĕ) ăс пухнă. Шкул хыççăн И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институчĕн (халĕ – университет) филологи факультетне вĕренме кĕнĕ.

Алла диплом илсен Йĕпреç районĕнчи Чăваш Тимеш шкулĕнче вырăс чĕлхипе литература вĕрентекенĕ (1977–2003), Йĕпреç районĕн «Çĕнтерÿшĕн» хаçатĕнче пай редакторĕ (2003–2007) пулса ĕçленĕ. Республикăри «Хыпар», «Çамрăксен хаçачĕ» кăларăмсемпе, «ЛИК» журналпа çыхăну тытнă.

А.М. Тумаланова – Чăваш Республикин Писательсен союзĕн пайташĕ, Алексей Талвир ячĕллĕ преми лауреачĕ (2020). «Пĕчĕк Кулян пысăк тĕллевĕсем» – Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă пĕрремĕш хайлавĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译