Кĕлĕмкасси ял тăрăхĕнче аслă ăру çыннисене тăтăшах тимлĕх уйăраççĕ. Ĕçри тата пурнăçри опычĕсене пысăк хак парса, çулĕсене хисеплесе ветерансене сума сăваççĕ. Мĕнле мухтанмăн, мĕнле мăнаçланмăн-ха вĕсемпе% вăрçă çулĕсенчи терт-нушана куракансем, мĕнпур йывăрлăха парăнтарса çĕршыва, ялхуçалăха ура çине тăратакансем-çке вĕсем!
Акă çак кунсенче икĕ хисеплĕ ватăпа курса калаçма сăлтав пулнă ку тăрăхра тимлекенсен - Кĕлĕмкасси территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Никонов тата Йĕпреç муниципаллă округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Кĕлĕмкассинчи хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ева Петрова çуралнă кунĕсене кĕтсе илнĕ кинемейсене ăшшăн саламласа чысланă.
Ольга Павловна Федотова - ĕç ветеранĕ тата тыл ĕçченĕ. Вăл çулĕсемпе пуян - 98 тултарчĕ!
Ольга Павловна ачалăхне лайăх астăвать. Пĕрремĕш вĕрентекенне паянхи кунччен те манман. Шкулта тăрăшуллă вĕреннĕ, çичĕ класс пĕтернĕ. Вăрçă пынă пирки тек вĕренме тÿр килмен ăна. Шкул хыççăнах вунпилĕк çулти хĕре вăрман касма янă. Çĕнтерĕве çывхартас тесе ирхи шуçăмпа вăранса каç пуличченех ĕçленĕ. Никама та çăмăл пулман. Вăрçă пынă çулсене паян та куççульсĕр аса илеймест ĕç ветеранĕ. Мĕн чухлĕ паттăрлăхпа тÿсĕмлĕх пулнинчен тĕлĕнсе пуçăмăрсене таймалли çеç юлать пирĕн тылпа ĕç ветеранĕ умĕнче.
Васса Гавриловна Сильвестрова вара юбилейне паллă тунă, вăл 85 çула çитнине чи çывăх çыннисен хушшинче уявланă.
38 çул ытла «Красный фронтовик» колхозĕн тата харпăр кил-хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхне сипленĕ Васса Гавриловна. Ĕçре яланах тăрăшуллă, яваплă пулнă. Çемьере те яланах тĕслĕхлĕ. Мăшăрĕпе пĕрле пилĕк ача çуратса çитĕнтернĕ, вĕсем ашшĕпе амăшне сакăр мăнук парнеленĕ.
«Ачасем пĕчĕкрех чухне, тен, çителĕклĕ вăхăт та уйăрайман пуль эпĕ вĕсене ĕç пирки. Профессие юратса суйланă, çын шанăçне тÿрре кăларма тăрăшăнă. Ĕç çынна илем кÿрет тени те тĕрĕсех. Çапах та, çемьене те иккĕмĕш вырăна хăварма кирлĕ мар. Ачасем хăвăрт çитĕнеççĕ, хамăннисем хăш вăхăтра ÿссе çитнине сиссе те юлаймарăм. Вăхăт çав тери хăвăрт шăвать», - тет юбиляр.
Хăнасем кинемейсене çуралнă кунĕсемпе саламласа ăшă сăмахсем каланă, чечек çыххисем, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн саламлă çырăвне, парнесем парса таса сывлăх, хастарлăх тата лăпкă кун-çул суннă. «Эпир сирĕнпе мухтанатпăр! Эсир Тăван çĕршывшăн, ял аталанăвĕшĕн, пулас ăрушăн тунă ĕçсемшĕн пуçăмăрсене таятпăр сирĕн умра», - тенĕ хăйсен хисепне палăртса хăнасем.
Анна Михайлова
Август 2026 |
