Повеç
Малалли
Нумай укçа çинче пурăнма вĕреннĕскере хальхи пурнăçĕ савăнтармарĕ ăна. Пĕр предприятине цех мастерĕ пулса ĕçлеме вырнаçрĕ вăл. Укçа вăхăтра паманни, арăмĕпе ачисем сивĕнни тарăхтарчĕ ăна. Хĕнесе те пăхрĕ арăмне. Анчах Нина малтанхи пек куççулĕ юхтармарĕ, упăшки хĕненине шăла çыртса чăтрĕ. Сăмахпа та нимĕн те каламарĕ. Мишăна ку пушшех уртарчĕ. Амăшне хÿтĕлекен ачисене те хĕрхенмерĕç чышкисем.
Канмалли кун, Миша çĕнĕ юлташĕсемпе час-часах çухалса çÿренине пĕлсе, Нина хваттере тирпейлеме шутларĕ. Ачисем те юрла-юрла ĕçлерĕç унпа пĕрле. Миша çук чухне хăйне ирĕклĕ туять Нина. Ăшри хуйхине юрăпа пусарать. Пÿлĕме тирпейлесе кĕпе-йĕм çуса пĕтерчĕ çеç - хваттерте шăнкăрав сасси янăраса кайрĕ, Зина иккен.
- Нина, тархасшăн каçар мана, - пÿлĕме кĕнĕ-кĕмен Нинăн мăйĕнчен уртăнчĕ Зина. - Çÿреме пăрахтар упăшкуна ман пата. Куратăн-и, мĕнле хĕнесе пĕтерчĕ? Ку çеç те мар-ха, урăх хĕрарăмсем илсе пыма пуçларĕ ман киле.
Зинăн куçĕсем чăннипех те кăн-кăвак иккен. Хăйĕнчен эрех шăрши кĕрет.
- Каçар та, Зина, эс хăвна валли хăв шыраса тупнă. Мана тек Миша кирлĕ мар. Вăл паян пире пăрахса тухса кайсассăн та хурланас çук. Сан хăвнах шухăшламалла пулнă. Пĕрре айккинелле пăхма вĕреннĕ арçын сана улăштармĕ терĕн-им;
Çынна хĕрхенме вĕреннĕ Нина çапах та тÿсеймерĕ, тахçан туслă пулнă тантăшне тĕпеле илсе кĕрсе чейпе хăналарĕ, лăплантарса кăларса ячĕ.
Зинăна хăйĕн шăпи пырса тивнĕшĕн савăнмарĕ вăл. Хĕрарăмсен айванлăхĕ, арçынсен сăмахне чĕрене илме вĕренни тарăхтарчĕ ăна. +утçанталăкĕ çапла туса янă пулас хĕрарăма, пурне те хĕрхенмелле, лăплантармалла, пулăшмалла. Чунĕ тăвăнса килнипе хваттерте тăрас килмерĕ Нинăн, ачисене уроксене хатĕрленме хушса хăварчĕ те урамалла тухрĕ.
Çутçанталăк вара ниме пăхмасăр ешерет. Вăхăт малаллах шăвать. Пĕр самант-лăха та пулин чарасчĕ ăна. +ук, вăл никама та пăхăнмасть. Сивĕ хĕл хыççăн ак каллех çуркунне çитрĕ. Таврара çĕмĕрт шăрши сăмсана кăтăклать. Чĕрере ырă варкăш хускатать. Çул пăрлак пулнăран асăрханса утрĕ Нина. +ул çинче тĕл пулакан çамрăк мăшăрсем çине пĕр тĕлĕнсе, пĕр ăмсанса пăхрĕ. Вĕсем çынсем хушшинчех хăйсене хăюллă тытни тĕлĕнтерчĕ ăна. Ăмсану туйăмĕ те часах сирĕлчĕ ун. Мишăпа иккĕшне те чылайăшĕ ăмсаннă мар-и; Ăнчах нумая пымарĕ çав телей, Миша çăмăлттайлăхĕ пурнăçа йăлт аркатрĕ. +иелтен çеç телейлĕ мăшăр пек курăнчĕç вĕсем. Ăшра, çемьере мĕн пулса иртнине никам та пĕлмен.
- Каçарăр та, Иванов театрне мĕнле çитмелле-ши; _ шухăша путнă хĕрарăма шартах сиктерчĕ хулăн сас.
Нина хăйне сăмах хушакан арçын çине çаврăнса пăхас тенĕччĕ çеç _ пăр çинче шуса кайнипе тайăлнă кĕлеткине ури тытса чараймарĕ, вăл мелсĕр ÿкрĕ. +акна курса тăнă арçын хăй айăпне туйса хăвăрттăн Нина умне пĕшкĕнчĕ, тăма пулăшасшăн пулчĕ. Сылтăм ури çине пуссанах хĕрарăм хытă ыратнипе кăшкăрса ячĕ, ури хуçăлнă иккен ун. Хăйне больницăна ăсатнине те, урине гипсланине те тĕлĕкри пек çеç туйса выртрĕ Нина. Ирхине куçĕсене уçсан хăй умĕнче шурă халат тăхăннă çамрăк арçынна асăрхарĕ.
- Фу, - тарăннăн сывласа ячĕ вăл Нина куçĕсене уçнине курсан, _ эпир сире вилсе каятăр пулĕ тесе. Талăк çурă çывăртăр вĕт.
Нина именнипе хĕрелсе кайрĕ. Куçĕсене аяккалла тартрĕ.
- Ну-ну, ан именĕр. Мана Сергей Николаевич тесе чĕнеççĕ. Эп сирĕн врач. Тепĕр эрнерен ак, хăвăра лайăх тытсан, ташлама пуçлатăр.
Эрне иртсен ташлаймарĕ пулин те костыльсемпе утса çÿреме пуçларĕ Нина. Ачисем, Зиновий тăтăшах килсе çÿрени те ăна хăвăрт сипленме пулăшрĕ пулас. Иван Петрович та Нина патне час-часах кĕрсе тухрĕ. Кашнинчех чечекпе килсе кĕчĕ вăл палатăна. Кăмăлĕ хăй май çаврăнасса кĕтнине туйрĕ Нина. Анчах чĕрине ăна юратма хистеймерĕ. Туртмасть Нинăна Иван Петрович патне. Юлашки вăхăтра вара вăл Сергей Николаевич хăйсен палатине килессе чăтăмсăррăн кĕтме пуçларĕ. Ку малтан часрах сывалса киле таврăнас кăмăлĕ пысăк пулнăран пулĕ терĕ. Анчах çак хĕрĕнни пек çÿхе туталлă арçынна курмассерен ун чĕри хăвăрттăн тапма пуçларĕ. Хăйĕнчен чылай аслăскерне яланах курас килчĕ. Сергей Николаевич та Нина патне кунне темиçе хутчен те кĕрсе тухать. Апат мĕнле çинипе, ура мĕнле сипленсе пынипе интересленет. Пĕррехинче тата Нина выртакан вырăн çинех пырса ларчĕ те хĕрарăмăн юн таппине тĕрĕслес шутпа ун аллине тытрĕ. Нина çав самантра хăй кĕлетки чĕтренине, куçĕ хуралса килнине, пуçĕ çаврăннине туйрĕ. Хăй тахçанах арçын ăшшине курманнине аса илчĕ Нина. Кĕлетки хăйне сутнăшăн аванмарланчĕ. Арçын та хĕрарăм улшăннине туйрĕ пулас, Нина çине тем ыйтнăн сăнаса пăхрĕ. Кĕç Нина хăй мĕн тунине хăй те ăнланса илеймерĕ, аллисемпе ар-çынна мăйран ыталаса илчĕ те антăхса кайса чуптума пуçларĕ. Палатăра никам та çукки хăюлантарчĕ ăна. Сергей Николаевич та хĕрарăма хыттăн пăчăртаса хăй çумне çупăрларĕ, ачашшăн тутинчен, куçĕсенчен чуптурĕ. Мĕн пулса иртнине иккĕшĕ те ăнланса илеймерĕç вĕсем. Икĕ кĕлетке туртăмĕ пуçри шухăшсенчен вăйлăрах пулчĕ. Кĕç Сергей Николаевич хăвăрттăн палатăран тухса кайрĕ. Икĕ кун пырса курмарĕ вăл Нинăна. Больницăран кăларнă кун та тĕл пулмарĕ ăна Нина. Хваттерне вăл сÿрĕк кăмăлпа таврăнчĕ.
Мăшăрне больницăран машинăпах илсе таврăнчĕ Миша. Хальхинче ачисемпе те, Нинăпа та вашават калаçрĕ. Мăшăрне эрне хушши пĕр ĕç тутармарĕ. Хăй те ĕçрен вăхăтрах таврăнчĕ. Виçĕ уйăх ĕç укçи паманни çеç тарăхтарчĕ ăна. Нинăн итлес килмерĕ упăшкине. Пĕр шухăш канăç памарĕ ăна, мĕн пулчĕ сасартăк Сергей Николаевича. Мĕншĕн сивĕнчĕ вăл унран; +амрăк хĕрарăм хăйĕн чĕри уншăн çеç çуннине аван ăнланчĕ. «Шăлавар тăхăннă киревсĕр чун» ун чунне çĕнĕрен хускатрĕ. Ачисемпе калаçса çеç йăпанăçне тупрĕ вăл.
Виçĕ эрнерен йăлтах сипленсе çитрĕ ун суранĕ. Килте выртса йăлăхнăскер ĕçе хавас кăмăлпах тухрĕ. Вĕренекенсем те, пĕрле ĕçлекенсем те савăнсах кĕтсе илчĕç ăна. ,çре ăшри вăркав та сисĕнмерĕ. Хăйне те аванрах туйрĕ. Килĕнче Мишăпа тĕл пуласси, унпа калаçасси йĕрĕнтерчĕ ăна. Упăшки малтанхи пек командировкăсене çÿременшĕн хурланмаллипех хурланчĕ вăл халь. Анчах чун темĕнле сивĕнсен те киле таврăнмаллах, унта ачисем амăшне кĕтеççĕ.
- Мĕн тăвăпăр, Анатолий? - ыйтрĕ вăл тахçантанпах пĕрле ĕçлекен юлташĕнчен. - Манăн вĕт запасра укçа çук.
- Эпĕ те сан пекех ĕçлесе тупнă укçана йăлт ĕçсе ярса пынă, - хĕсĕкрех куçĕсене выляткаларĕ Анатолий.
- Пустуях сире итлерĕм, - сăмах чĕнмесĕр чăтаймарĕ Виталий те. - Кăшт та пулин хăвармаллаччĕ запасра укçа. Халĕ мĕн тес арăма; Кашни уйăхра вунă пин памасан вăл мана çисе ярать.
Анатолийпе Виталий мăшăрĕсене аван пĕлет Миша, вĕсем патĕнче темиçе хутчен те хăнара пулма тÿр килнĕччĕ. Яланах савăк çÿрекен арăмĕсемшĕн вĕсене ăмсаннă та. Вĕсем укçа хакне, ун пурнăçри вырăнне аван пĕлнĕ. Нинăпа вара вĕсем ку енĕпе пĕр чĕлхе тупаймарĕç.
- Ытлашши хумханса ан ÿкĕр-ха эсир. Тен, мĕн те пулин шутласа тупăпăр.
- Эс пирĕн пуçлăх, шухăшла.
Миша фирма пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа нумай та вăхăт иртменччĕ-ха. Малтанхи чĕре ыратнăран пăрахрĕ пуçлăхра ĕçлеме. Хăй вырăнне Мишăна хăварчĕ. Пуçлăхсемпе калаçма пĕлетчĕ ĕнтĕ лешĕ. Паллă кунсенче Николай Ивановичăн мăшăрĕпе ачисене хаклă парнесем те пама манмастчĕ. Хăв пуçлăхра ĕçленĕ чухне вара йăпăлтатнипех укçа тăваймăн. Кунта шухăшлама, чупса çÿреме, тепĕр чухне ал çине хурса пама та тивет. Çĕрулми туянма панă укçа харама кайсан фирма тек ура çине тăраймассине те аван чухлать Михаил Григорьевич. Анчах кун çинчен пĕрле ĕçлекенсене пĕлтерме шикленет.
- Налогсене те тÿлеме вăхăт, унсăрăн пенисем ÿсеççĕ, - калаçăва хутшăнчĕ халиччен чĕнмесĕр ларнă бухгалтер Галина Васильевна Егорова. - Банкран илнĕ ссудăна та парса татмалла. Капла ÿрĕк-сÿрĕк ĕçленипе эпир пурте кĕçех хутаç çакса ыйткалама тухса кайăпăр.
Галина Васильевна сăмахĕсем тĕрĕссине хăй те аван пĕлет Михаил Григорьевич. Анчах хальлĕхе ку лару-тăруран çăрăлса тухмалли мел шыраса тупаймасть. Çĕрулми туянса тăкакланă укçана тек каялла тавăраймăн, çĕрнĕ çĕрулмине те никама сутаймăн. Инкеке тата вăл халиччен ĕçлесе-сутса тунă укçана йăлт ĕçсе ярса пынă, хăшĕ-пĕрисем пек ылтăн çине те куçарман.
Малалли пулать
Август 2026 |
