НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнар!

Категория: Публикации Опубликовано: 21.07.2026, 13:23 Просмотров: 244

Йĕпреç лесничествинчен пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун вăрман арендаторĕсем, хăйсене шанса панă участоксенче пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнассине малти вырăна хурса, инкек патне илсе çитерме пултаракан сăлтавсене сирессипе çине тăрсах тимлеççĕ.

Вĕсем хăйсем çине илнĕ тивĕçĕсене еплерех пурнăçласа пынине, вăрман законодательствине мĕнле пăхăннине Чăваш Енри Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин патшалăх вăрман инспекторĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ. Ку енĕпе çыхăннă мĕнпур ĕçсем «Экологи тăнăçлăхĕ» наци проекчĕн «Симĕс экономика» проекчĕпе пурнăçланаççĕ.

Саккунпа килĕшÿллĕн  арендаторсен мĕн тумалла-ха? Вăрмана пушар хăрушлăхĕнчен упранма пулăшакан юсавлă инвентарьпе оборудованисем ал айĕнчех пулмалла; минерализациленĕ ярăмсем тумалла; пушар тухасран асăрханмалли, правилăсене пăхăнмалли çинчен калакан аншлагсем, плакатсем вырнаçтармалла.

Юлашки тĕрĕслевре патшалăх вăрман инспекторĕсем икĕ арендаторăн ĕçĕнче çитменлĕхсем тупса палăртнă. Чи пысăк çитменлĕх - пушар сÿнтермелли инвентарь йĕрке ыйтакан норматива тивĕçтерменни. Хăйсен тивĕçĕсене туллин, саккун ыйтнă пек пурнăçлама тăрăшман арендаторсем пирки мерăсем йышăннă, вĕсене çитменлĕхсене оперативлă  майпа пĕтерме хушнă.

Хисеплĕ çыннăмăрсем! Хаклă пурлăха - вăрмана, пурне те тăрантаракан симĕс пуянлăха - пушартан упрăр! Хăрушсăрлăх йĕркисене кирек ăçта чухне те çирĕп пăхăнăр!

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译