Иртнĕ эрнере, Çемье, юратупа шанчăклăх кунне Йĕпреçри этнографи музейĕнче паллă тунă чухне, хамăр тăрăхри чи лайăх мăшăрсене çемье чăмăртанăранпа юбилейлă çул çитнĕ ятпа саламласа парнесемпе наградăсем пачĕç.
Пысăк чыса тивĕçнисен йышĕнче Хурамалти Юрий Куприяновичпа Фаина Васильевна Никифоровсем те пулчĕç. Вĕсене, йышлă ачаллă ашшĕ-амăшне, пĕрлешнĕренпе 30 çул çитнĕ ятпа округ ертÿлĕхĕ тата хаклă хăнасем савăнăçлă лару-тăрура чысласа, Тав çырăвĕпе свидетельство пачĕç, «Юратупа шанчăклăхшăн» медальпе наградăларĕç, чечек çыххи парнелерĕç.
Пилĕк ачана воспитани парса ÿстерекен Никифоровсем çак чыса чăннипех тивĕçлĕ! Юрий Куприянович чылай çул Йĕпреç лесничествинче вăй хунă, кунти ĕç стажĕ 30 çултан та иртет. Халĕ вăл чун киленĕç тепĕр ĕç тупнă, хурт-хăмăр ĕрчетессипе тимлет, вĕллесем тытать. Унăн мăшăрĕ, Фаина Васильевна, хăйĕн пурнăçне юристпруденцие халалланă, унăн та пĕр специальноçпа вăй хунă стажĕ 30 çулпа танлашать. Паянхи куна вăл муниципалитет округĕн администрацийĕнче тимлет.
Ĕçчен те тăрăшуллă, туслă та активлă Никифоровсен çемйине ял-йыш та хисеплет. Вĕсем - ыттисемшĕн лайăх тĕслĕх! Хальлĕхе Юрий Куприяновичпа Фаина Васильевнăн савăнмалăх икĕ мăнук пур. +авсем, çемье пурнăçĕн ешĕл калчисем, çитĕнÿллĕн ĕçлеме хавхалантараççĕ те паян вĕсене.
Август 2026 |
