НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ешĕл симĕс улăхра - асамат кĕперĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 21.07.2026, 13:17 Просмотров: 213

Петрпа Павел çветтуй апостолсен кунне паллă тунă кун Чăваш Çармăсра пурăнакансем ял уявĕнче савăннă. Йăлана кĕнĕ мероприятие яланхи пекех ял пуçланса кайнă вырăнта чыслă лару-тăрура уçнă.

Чăваш çипуçне тăхăннă, капăрлăхне çакса илемленнĕ хĕрсемпе каччăсем карталанса тăрса, ĕлĕкрех ку вырăнта пурăннă ватăсенчен вĕренсе юлнă юрă-кĕвĕсемпе уявăн тĕп лапамне пырса çитнĕ. Кунта çамрăксен ушкăнне аслă ăрун хисеплĕ çыннисем кĕтсе илнĕ, хăйсенчен куçса пыракан йăла-йĕркене пăрахманшăн  вĕсем яшсемпе хĕрсене чĕреренех тав тунă. Унтан аслисемпе çамрăккисем, туслă ушкăна чăмăртанса, Питрав уявĕн юррисене пĕрле шăрантарнă, такмаксем каласа ташланă.

Уявăн тĕп пайĕ пуçлансан, пуçтарăннă халăх умне ял старости Анатолий Филиппов тухнă, вăл ял-йыша икĕ пысăк уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх суннă. Унтан яланхи пекех чыслав саманчĕ пуçланнă, чи активлисемпе чи пуçаруллисене кăна мар, чи пĕчĕккисене те асăнмалăх парнесем панă. Староста республикăн пуçарулăх бюджечĕ пулăшнипе пурнăçланакан проектсене ĕçе кĕртессинче уйрăмах хастар та маттур пулнисене ятранах аса илсе хăварнă, ырă ĕçсен пуçаруçисене пурне те чĕререн тав тунă.

Чи хумхануллă самант - Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансен ашшĕ-амăшĕсене чыслани. Хамăр ентеш, Чăваш Енри Хĕрарăмсен союзĕн Çĕнĕ Шупашкарти  уйрăмĕн председателĕ Наталия Добрянская тата унăн çемйи Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен çывăх çыннисене хаклă парнесем валеçнĕ, чăн-чăн паттăр ывăлсем ÿстернĕшĕн тав тунă.

Уяв концерчĕ вара хăй тавра йышлă халăх пуçтарнă, вырăнти талантсем кăна мар, аякран килнĕ хăнасем те хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă. Ача-пăча, çамрăксем спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçнĕ.

...Тахăш вăхăтра ăшă çумăр çуса иртнине сиссе те юлайман уяв халăхĕ, ешĕл улăх çийĕн асамат кĕперĕ çичĕ тĕспе ытарлăн çуталнине кăна асăрхаса юлнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译