НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Уяв» туслăхпа тăванлăха çирĕплетет

Категория: Публикации Опубликовано: 21.07.2026, 13:07 Просмотров: 229

Иртнĕ шăматкун Тутар Республикинчи Черемшан районĕнче халăхсен туслăхне çирĕплетекен чăваш йăли-йĕркипе культурин «Уявĕ» иртнĕ.

Савăнăçлă мероприятин хисеплĕ хăнисем хушшинче Чăваш Енрен кайнă официаллă çынсемсĕр пуçне  Тутарстан регион ертÿçи Рустам Минниханов, çак республикăн культура министрĕ Ирада Аюпова, Тутарстан халăхĕн Ассамблейин Канашĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи Ренат Валиуллин, Туслăх +урчĕн директорĕ Тимур Кадыров тата ыттисем те пулнă.

«Уяв» - çур акине вĕçленĕ хыççăн ирттерекен праçник. Унăн никĕсĕнче çутçанталăкран ăнăçлă тухăç - ытлă-çитлĕ тырпул _  туса илмелĕх пархатарне ыйтас тĕллев тăрать. Пÿлĕхçĕрен çумăр ыйтса ваттисен йăли-йĕркине туса ирттернине, пурте пĕрле карталанса чăваш халăх юрри-кĕввине шăрантарнине курма тата çак мероприятисене хутшăнса кăмăла уçма мĕнешкел аван пулнă уяв хăнисене!

Уяв картишĕнче чăваш наци хăйнеевĕрлĕхне, халăх культурине, çемье йăли-йĕркисене уçса паракан, тумĕсемпе, тĕрри-эрешĕсемпе паллаштаракан куравсем ĕçленĕ.

Хăнасене кунта чăваш наци тумĕсемпе капăрланнă пикесемпе яш каччăсем кĕтсе илнĕ. «Пире тăван кĕтсе тăрать» лапамра наци ĕçми-çимине сĕннĕ. Чи курăмли тата тĕлĕнмелли - çĕрулмипе, аш-какайпа пĕçерсе хатĕрленĕ питĕ пысăк хуплу.  Ăна çĕршер çын тутанса пăхма пултарнă. 

Картишĕсенчи наци ремесленникĕсен ĕçĕсене пăхса çаврăннă хыççăн тĕп сцена умне пуçтарăннă йышлă халăха Рустам Минниханов саламланă. Вăл хăй сăмахĕнче «Уяв» чăвашсен пуян та хăйнеевĕрлĕ культурине туллин сăнлакан, пĕтĕм наци çыннисене пĕрлештерекен праçник пулса тăнине палăртнă. Çавăн пекех вăл нумай наци халăхĕ пурăнакан Тутарстанра кашни чĕлхен пуянлăхне упрамалли, аталантармалли çинчен каланă. Уявăн савăнăçлă пайĕнче тухса калаçнисен йышĕнче Чăваш Енрен культра, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова та пулнă. Вăл хăйĕн сăмахĕнче «Уяв» тăван çĕршывăмăрăн культура пурнăçĕнче чи паллă событи, халăхсен туслăхпа тăванлăхне çирĕпрех çыхăнтаракан кĕпер пулса историе кĕрсе юлнине палăртнă.

Уявра «Юрла чăвашла!», «Ташла чăвашла!» конкурс-фестивальсем иртнĕ. «Уяв пики» конкурсра вара хÿхĕм чăваш хĕрĕсен илемĕпе ас-тăн çивĕчлĕхне, çаврăнăçулăхĕпе пултарулăхне тĕрĕсленĕ. Палăртма кăмăллă% 12 хитре те маттур пике хушшинче пирĕн ентеш, Пучинке хĕрупраçĕ Дарина Трякова (наставникĕсем Людмила Клементьевăпа Дина Трякова) конкурсра тупăшнă. Çĕнтерÿ патне ăнтăлса тунă утăмĕсем ăнăçлă та илемлĕ пулса тухнă Даринăн, вăл ĕлĕкхи чăвашсен çипуçне демонстрацилес енĕпе иртнĕ «Асанне кĕпи» конкурсра уйрăмах палăрнă. Пĕтĕмĕшле кăтартусем тăрăх Дарина Трякова «Мисс очарование» номинаци çĕнтерÿçи пулса тăнă.

Туслăхпа илем конкурсĕн участникĕсене пурне те дипломсемпе наградăланă, уяв спонсорĕсем (Черемшан районĕн пуçлăхĕ Рамиль Айбатов, Чăваш Енĕн Хĕрарăмсен Союзĕн ертÿçи  Наталья Николаева) хатĕрленĕ хаклă парнесемпе хавхалантарнă. Эпир вара хамăрăн ентешĕмĕре, çамрăк пикене Дарина Тряковăна, чаплă çитĕнÿ тунă ятпа саламлатпăр!

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译