Аслă çимĕк уявĕнче пучинкесем, ырă йăлана пăрахăçламасăр, футболла выляса ăмăртнă. Амăртăва ял тăрăхĕнчи виçĕ команда хутшăннă: «Пучинке-1», «Пучинке-2», «Шкул ачисем».
Куракансем те чылайăн пуçтарăннă. Кашни вăйă пучинкесем спортпа туслине, вăйă йĕркине çÿллĕ шайра тытса пыма пултарнине, çĕнтерÿ патне талпăнса пĕр-пĕрне туйса та ăнланса выляма хăнăхнине кăтартса панă. Курма килнисем спортсменсене пĕтĕм чун хавалĕпе хавхалантарни те вылякансене пулăшнах.
Ăмăртура çамрăксем вăйлăрах пулни палăрнă – шкул ачисем кубока çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех чи лайăх вылякансене те палăртса хавхалантарнă. «Чи лайăх вратарь» номинацире Кирилл Анисимов çĕнтернĕ, «Чи лайăх хÿтĕлекен» титула Павел Краснов тивĕçнĕ, «Чи лайăх тапăнакан» ята Матвей Бурмистров çĕнсе илнĕ, «Чи лайăх вылякан» – Александр Иванов тесе палăртнă. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене кубоксем, медальсем тата дипломсем парса чысланă.
Турнир кăçлхипе пиллĕкмĕш хут иртнĕ. Ăна йĕркелекенсем – ялти çамрăксем. Ÿсекен ăрăва спортпа туслă пулма хăнăхтарас тĕллевпе ăмăртăва малалла та кашни çулах ирт-терес тесе йышăннă. Вăйă вĕçленсен туслă ушкăнпа çимĕк кунне уявланă.
Хамёр корр.
Август 2026 |
