НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Лагерьсенче 80 пин ытла ача канĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 08.06.2026, 09:09 Просмотров: 117

Чăваш Республикин вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче ачасен çуллахи сиплевпе кану тапхăрĕ пуçланнă. Кăçал çуллахи каникул вăхăтĕнче 80 пин ытла ача лагерьсенче канĕ, сывлăхне çирĕплетĕ.

Пĕтĕмпе хула тулашĕнче – 17, шкулсен çумĕнче – 275, социаллă пулăшу паракан центрсен çумĕнче 10 лагерь ĕçлĕ. Йывăр лару-тăрури çемьесенчи 1,5 пин ача бюджет шучĕпе социаллă учрежденисен çумĕнчи лагерьсенче канĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакансен ачисем те (140 ача) лагерьсенче сывлăха çирĕплетĕç. Запорожье облаçĕнчи Бердянск хулинчисем те Чăваш Енри лагерьсенче канĕç.

Çуллахи кану тата сиплев валли пĕтĕмпе 1 миллиарда яхăн тенкĕ уйăрнă. «Шупашкарти «Волна» тата çĕнĕ Шупашкарти «Звездочка» лагерьсенче юсав ĕçĕсем пыраççĕ, хушма корпуссем тăваççĕ. «Белые камни», «Янтарный», «Соснячок», «Солнечный» тата «Бригантина» лагерьсенче 24 профиль смени йĕркеленĕ. Кашни лагерь çумне медицина учрежденине çирĕплетнĕ. Кану лагерĕсенче ĕçлеме ятарласа пĕлÿ илнĕ çынсене кăна явăçтараççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2
纸飞机下载tg官网tg下载纸飞机官网