Ачасене хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери куна халалласа вăрман çывăхĕнче вырнаçнă Шуркасси ялĕ çумĕнче чăн-чăн çарпа спорт ăмăртăвĕ иртнĕ. Кунта Пысăк Упакасси шкулĕнче вĕренекенсем, шкул ĕçченĕсем, вĕрентекенсем, ялти вулавăшпа медицина ĕçченĕсем тата ял тăрăхĕн çыннисем хутшăннă.
Малтанах ачасем присяга панă. Командăсене, вăйă программипе килĕшÿллĕн, вĕсем пĕтĕмĕшле çар ăслăлăхне, пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ парассине, автомата пуçтарассине, шифрсене вулассине, теорисене пĕлнине тĕрĕсленĕ. Кунсăр пуçне тата ытти чылай эстафетăсемпе тĕрĕслевсем витĕр тухмалла пулнă çамрăксен. Тавçăрулăхпа чăтăмлăхшăн пыракан ăмăрту чăн-чăн çапăçу хирне çаврăннă - пурин те çĕнтерес килнĕ. Çапах та йывăрлăхра пĕр-пĕрне пулăшасси пирки манман ачасем.
Чи вăйлă командăсене палăртса тивĕçлĕ наградăсемпе чысланă. Паллах, çакăн йышши мероприятисем ачасене туслăха çирĕплетме, йышпа хутшăнма, ăнсăртран сиксе тухнă йывăрлăхсенче тĕрĕс йышăнусем тума вĕрентеççĕ. Ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн пурте пĕрле ларса апатланнă, хăйсене мĕн ки-лĕшнине, хăш станци йывăр е çăмăл пулнине сÿтсе явнă.
Каласа хăварас пулать: çак вăйăна тăрăхри хастарсем тăрăшнипе, ачасене патриотла воспитани парас, спортпа туслаштарас тĕллевпе хавхаланнипе иккĕмĕш çул ирттереççĕ. Ăмăртăва ирттерме ачасен ашшĕ-амăшĕсем, ентешсем укçа-тенкĕпе пулăшаççĕ. Йĕркелÿçĕсене те, спонсорсене те, «Зарницăна» хутшăнакансене те хастарлăхĕшĕн, чун хавалĕшĕн мухтаса хăварас килет. Ачасем пирĕн пуласлăх, пĕрлĕхре вăй тени тĕрĕсех.
Анна Михайлова
Июль 2026 |
