Шупашкар округĕнчи Тутаркасси ялĕнче пурăнакан сусăр çыннăн енчĕкĕ çухалнă. Унта вара 40 пин тенкĕ тата паспорт пулнă.
Шупашкарти полицейскисем ку ĕçе кам тунине çийĕнчех тупса палăртнă. Участковăй тата оперативниксем вырăна тÿрех çитнĕ. Вăл – 38 çулти хĕрарăм, ун патне хăнана килнĕскер пулнă иккен. Вăрра «йĕрĕпе» тупнă. Çак хĕрарăм сусăр çын ăна шыв ярса панă вăхăтра унăн енчĕкне йăтса тухса кайнă. Укçана та, паспорта та хуçине тавăрса панă.
Август 2026 |
