Ку çу уйăхĕн 30-31-мĕшĕсене пырса тивет. Ирхи 5 сехетрен пуçласа каçхи 8-чен Айхи проспектĕнчен пуçласа Улатăр çулне хупĕç.
Çавăн пекех Чапаев поселокĕнчен Явăша çитме пулмĕ. Çак çулсемпе харпăр машинăсене çÿреме чарĕç. Масарсем çине общество транспорчĕпе кăна çитме май пулĕ. Автобуссем Чукун çул вокзалĕ патĕнчен кайĕç. Карачура çăви патне 20 хушма троллейбус ярĕç: вĕсем кашни 3-5 минутра çÿрĕç. Карачура тата Явăш масарĕсем патне 49-мĕш маршрут кайĕ, вĕсем кашни 2-3 минутра пулĕç.
Август 2026 |
