НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Бриллиант туй кĕрекинче - Порфирьевсем

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2026, 09:04 Просмотров: 142

Иртнĕ кунсенчен пĕринче Киров территори пайĕн начальникĕ Евгений Ерилеев тата ăна пулăшса пыракан специалист-эксперт Альбина Ильина Пăкăян поселокĕнче пурăнакан хисеплĕ мăшăра - Юрий Григорьевичпа Федосия Давыдовна Порфирьевсене пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа - бриллиант туйпа - ăшшăн саламланă, вĕсене паллă кун ячĕпе чысласа Йĕпреç округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов алă пусса çирĕплетнĕ свидетельствăна панă, хитре чечек çыххипе пĕрлех асăнмалăх парнепе хавхалантарнă.

Килĕшÿллĕ мăшăр ывăлпа хĕре юратса, тĕрĕс-тĕкел ÿстерсе, пурнăç çулĕ çине тăратнă, тăтăшах телей-савăнăç парнелекен мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем те пур вĕсен халь, тунсăхлама памаççĕ.

Юрату историйĕ вара Порфирьевсен  аякри Саратов облаçĕнчи Дергачев районĕнче пуçланнă. Юрий Григорьевич Вăрмарта çуралса ÿснĕ. Унăн ашшĕ, Григорий Порфирьев, милицин аслă лейтенанчĕ пулнăскер, 1948 çула службăри тивĕçĕсене пурнăçланă чухне вилнĕ. Вăрмарти пĕр урам паян кунчченех преступность çулне пÿлес ĕçре паттăрлăх кăтартнă милиционер Г.Г. Порфирьев ячĕпе хисепленет. Порфирьевсен çемйинче 5 ача пулнă. Амăшĕ вĕсене пĕччен ура çине тăратнă, çын тунă. Юрий Григорьевич шкулта 6 класс пĕтернĕ хыççăн Канашри училищĕне тракториста вĕренме кĕнĕ. Икĕ çултан, механизатор специальноçне алла илсен, Саратов облаçне çерем çĕрсене уçма тухса кайнă.

Федосия Давыдовна Канаш районĕнчи Малти Питикасси ялĕнче çуралнă. 1937 çулта вĕсен çемйи Пăкăяна пурăнма куçса килнĕ, кунта тымар янă. Федосия Спотара поселокĕнчи шкултан вĕренсе тухсан колхоза ĕçе кĕнĕ. 1962 çулта шăпа ăна Саратов облаçне илсе çитернĕ, вăл пĕр совхозра дояркăра ĕçленĕ. Шăпах çакăнта тĕл пуса паллашнă, туслашса çывăхланнă та вĕсем. Кĕçех, икĕ юратуллă чĕре пĕр кĕвĕллĕн тапма тытăнсан, çамрăксем пĕрлешнĕ.

Унтанпа çул хыççăн çул вĕçсе иртнине сиссе те юлайман Порфирьевсем. +авах вĕсем 2000-мĕш çулта Чăваш ене, Федосия Давыдовнăн ашшĕ-амăшĕн килне таврăннăшăн, хăйсен пурнăçне тăван çĕрпе çыхăнтарнăшăн питĕ хĕпĕртеççĕ. Ара, çуралнă çĕршывра сывлăшĕ те уçăрах, çăкăрĕ те тутлăрах. Бриллиант туй ячĕпе сире, юбилярсем!

Социаллă сетьри материал тăрăх

Светлана Быкова хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译