НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чăвашлăх - пурнăçăм çăлкуçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2026, 09:02 Просмотров: 165

Вăл – Чăваш Республикин Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Шалти ĕçсен министерствин подполковникĕ,  Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн доценчĕ, халăх пултарулăх кафедрин заведующийĕ,   вĕренÿпе меслет ыйтăвĕсемпе çырнă 13 кĕнеке, 65 ăслăлăх ĕçĕн авторĕ. Вăлах культура, ÿнер ыйтăвĕсемпе  çавра сĕтелсем, семинарсем, ăсталăх урокĕсем ирттерекен, куравсем, НПКсем йĕркелекен хастар та. «Çак пурнăç тĕсĕ сан валли», «Чăваш наци костюмĕ – халăх пуянлăхĕ, пурлăхĕ», «Ĕмĕрсен ылтăн пайăрки», «Ĕнен, пурнăçлама çуккине те пурнăçлăпăр» проектсем - унăн «ачисем». Раиса Михайловна И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пĕр вăхăт тăван ялĕнчи – Чăваш Çармăсĕнчи - шкулта ачасене  биологи вĕрентнĕ, 1995-2011çç. вăл – МВД офицерĕ. Паян пирĕн тĕпелте – педагогика наукисен кандидачĕ,  республикăри паллă тĕрĕçĕ Р.М. Васильева.

- Раиса Михайловна, сăмахăмăра чи малтан Чăваш Çармăс топонимран пуçлас килет. Мĕне пĕлтерет тÿрех икĕ халăх ятĕнчен тăракан ял ячĕ;

- Эп çуралса yснĕ Кубня ятлă яла (чăвашла вăл малтан Çут Çармăс ятлă пулнă, каярахпа Чăваш Çармăс ята йышăннă) 1574 çулта  Кĕтне юханшывĕ хĕрринче Янкула ятлă чăваш пуçарса янă.  Истори çăлкуçĕсем  Янкула Çĕрпÿ (сотник)  пулнине палăртаççĕ. «Çармăс»  топоним «черемис» сăмахран пулса кайнă. Çапла вара, ХVII ĕмĕр пуçламăшĕнче Çармăс ял халăхĕ Кĕтне шывĕ  хĕрринчен Аутла (Атла) çырма хĕррине килсе вырнаçнă та кунтах тарăн тымар янă. Пирĕн тăрăхра  çакăн пек  халап çÿрет: пĕр чăвашăн вăкăрĕ çухалнă, тет. Хуçи ăна шыраса вăрман тăрăх çÿрет-çÿрет те пĕр çăлкуç патне пырса тухать. Шывĕ таса, сивĕ тата питĕ тутлă пулнă. Шерпет тейĕн. Çăлкуç тавра куçа шартаракан çав тери хитре вырăн.  Хайхи чăваш ытараймасăр çăтмах кĕтесĕпе чылайччен киленсе тăнă хыççăн мăйракаллă выльăхне тупать те килне таврăнать.  Тăван килне çитсенех тĕлĕнтермĕш вырăн çинчен ял халăхне каласа кăтартать. Çавăн хыççăн  пирĕн ял çыннисем Аутла шывĕ хĕррине, ытарайми хитре вырăна, куçса килнĕ пулать. Чăваш Çармăс ялне пуçарса яракансенчен пирвайхисем – Шаймановсен йăхĕ. Ялта малтан ултă çемье, каярах Атăл тăрăхĕнчен, Хусан уесчĕнчен тата вун икĕ çемье куçса килни паллă.  Халĕ те, шăрăх кунсенче, çак  çăлран сивĕ те тутлă шыв ĕçсе чуна та, ăша та кантарма май пур. Кăçал çак çăлкуç патĕнче  часавай лартрĕç, шыва кĕмелли хитре вырăн турĕç.

- Сирĕн  тăрăха кăна мар, Раççĕпех ырă йĕр хăварнă çын, паллах, ирçе-мăкшă халăхне çутта кăларнă Макар Евсевьев – ытарлă каласан кÿршĕ халăхăн Иван Яковлевĕ ĕнтĕ. Эсир ун тивлечĕпе чăвашлăх тинĕсĕнчи карап-и?

- Макар Евсевьевич маншăн çав тери пĕлтерĕшлĕ çын, пысăк тĕслĕх. Ытарлă каласан – çул юппинчи чи çутă çăлтăр. Ентешĕмрен тĕслĕх илсе эпĕ те ун пекех халăх культурине сыхласа хăварас, аталантарас ĕçре  çанă тавăрсах вăй хуратăп. Эпир,  Çармăс ялĕн  çыннисем,  унпа пĕр шухăшлă, пĕр ĕмĕтлĕ пулма тăрăшатпăр. Хама илес пулсан, эпĕ унăн пурнăçĕпе, кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тарăннăн паллашма  тĕллев лартнă. Пĕлетĕр-и, аслă тĕпчевçĕн шухăшĕсем умри тĕллевсене пурнăçлама çав тери пулăшаççĕ.

Вăл пысăк ученăйсемпе пĕрле ял-ял тăрăх  экспедицисенче çÿренĕ. Хальхи пек автомашинăпа мар, лашапа. Атăл тăрăхĕнчи халăхсен тумтирĕсене, эрешĕсене, пуç хатĕрĕсене, капăрлăхсене пуçтарнă, вĕсене Питĕрти этнографи музейне ăсатнă. Макар Евсевьевич пуçтарнă экспонатсем халĕ те унта упранаççĕ. Вĕсен хушшинче сурпан, хушпу, тухья, кĕпесем пур.

Ирçе шкулĕнчи Макар Евсевьевич Евсевьев ячĕпе хисепленсе тăракан музея Анатолий Степанович Яковлев йĕркелесе тăрать,   тĕрлĕ-тĕрлĕ материал мана та ярса парать. Эпир унпа пĕрле тĕрлĕ мероприятисене хутшăнса асăннă капăрлăхсен куравĕсене  те йĕркелетпĕр.

_ Сирĕн пурнăç сăнчăрĕ çав тери хайне евĕрлĕ: вĕрентекен, МВД офицерĕ, психолог, тĕпчевçĕ, тĕрĕçĕ. Çавăн пек анлă тавракурăмлă пикене çитĕнтернĕ ашшĕ-амăшĕ çинчен каламаллах.

- Ман аттепе анне ултă ача çуратса ÿстернĕ. Атте ытларах çурт-йĕре тасатса тирпейлĕ тытма вĕрентетчĕ. Вăл каласа вĕрентнĕ сăмахсем паян та асрах. Вĕсенчен пĕри: «Рая, шăлнă çÿпĕне тÿрех пуçтар, унсăрăн упăшку шатраллă пулать!» Атте вĕрентнипех, ахăр, мĕнпур ĕçе наянланса тăмасăр, вăшт-вашт! туса хума тăрăшатăп. Анне пирĕнпе, ачисемпе, яланах вĕренÿ çинчен калаçатчĕ, «Рая, лайăх вĕрен, асту, ман пек кĕреçе йăтса колхозра ĕçлемелле ан пултăр», – тетчĕ.  Хăй вĕренменшĕн питĕ кулянатчĕ вăл. Аннепе пĕрле шкула чупнă Николай Куприянов каланă тăрăх, кÿршĕри Шурутра вĕреннĕ чух аннем чи лайăх вĕренекен пулнă мĕн. Вăл вăхăтра унта ачасем пилĕк-ултă ялтан вĕренме çyренĕ. Анне ăс панипех тĕрлĕ специальность алла илме пултартăм, вĕсем пĕр-пĕринпе лайăх çыхăнса тăраççĕ.

Тĕрĕ пирки калас пулсан, эпĕ нихăçан та тĕрлемен. +екĕлпе чĕнтĕр е тум  çыхасси вара  -  чи юратнă алă ĕçĕччĕ. Çĕре яхăн кĕпе-тум çыхрăм. Тĕрлеме вара паллă тĕрĕçĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Евгения Николаевна Жачева, çине тăрсах вĕрентрĕ. Пĕрре ун патĕнче хăнара пулса тĕррисене куртăм та, антăхса каяймаллах тĕлĕнтĕм. Чăвашлăхпа çыхăннă ĕçсем чуна тыткăнлаççĕ. Халĕ илем тĕнчинче хамăн вырăна тупрăм тесен те тĕрĕсех пулĕ, эпĕ те тĕрĕ ăсти пулса тăтăм. Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институтĕнче халăх пултарулăх кафедрин ертÿçи пулса ĕçленĕ май, «Чăваш тĕрри» предмета та хамах тытса пыратăп. Студентсене кĕпе, кĕрÿ тутри, сурпан, алшăлли, масмак тĕрлеме вĕрентетĕп. Нумаях пулмасть манăн студентсем СВОри  паттăрсем валли чăваш тĕрриллĕ салтак тутри тĕрлерĕç. Тĕрлекенсен хушшинче чăваш, вырăс, тутар, удмурт халăх  ывăл-хĕрĕ  пулнине те каласа хăвармаллах.

- Шалти ĕçсен пайне çитмен пурнăç илсе çитерчĕ е иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи ахăрсамана чĕрене ыраттарнипе пакунлă тум тăхăнтăр;

- Тĕрĕс, эсир каланă пекех, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, ахăр саманана пула-ши, пакунлă çынсене ытларах хисепленĕ пек туйăнатчĕ. Шалăвĕ те пысăкрахчĕ тата. Чи пĕлтерĕшли вăл та, ку та мар пулĕ, мăшăра пакунлă хĕрсем питĕ килĕшетчĕç (кулать).  Чăннипе каласан – чĕрене тытсах калатăп – йывăр шăпаллă  ачасене тĕрĕс çул çине тăратас тĕллев çав тери пысăкчĕ манăн. Чылай вăхăт Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче çул çитмен ачасемпе ĕçлеме тÿр килчĕ. Йывăр ачасемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ пулнă май,  хамăн ĕçе шăпах педагогика ăнлавĕ çинче йĕркелесе пыраттăм. Хамăн пай сотрудникĕсмпе шуçлак çул çине тăнă шăпăрлансен ашшĕ-амăшĕсемпе, вĕрентекенĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлеттĕмĕр. Хам ачасем пекехчĕ вĕсем. Каярах, педагогика ыйтăвĕпе диссертаци хатĕрлесен, Раççей ШĔМĕн Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалне ĕçлеме чĕнчĕç. Курсантсене тăрăшса вĕрентеттĕм, çапла подполковник званийĕ  таранах ÿсрĕм вара.

- Йывăр шăпаллă ачасене тÿрĕ çул çине туртрăр-туртрăр та... Ăнсăртран пурнăç учĕ çул хĕресленнĕ çĕре çитсе  тухрĕ, сулахаялла каятăн – генерал пулатăн, сылтăмалла – чăваш культурине çĕклетĕн... Тĕрĕсех-и?

- Сылтăмалла кайни пуриншĕн те тĕрĕсрех пулчĕ пулмалла.  Кунта чăваш культурине çĕклени кăна мар, чăваш культури еннелле туртăнакан ачасемпе çамрăксене воспитани парас çул-йĕре палăртни, унăн тĕшшине тупни те пур.  Малтан культурăпа ÿнер институтĕнче декан пулса ĕçлерĕм. Çапах хамăн пурнăçа чăвашлăхпа çыхăнтарасси, тăван халăх историне, культурине тĕпчесси çĕнтерчĕ. Халĕ халăх пултарулăх кафедрин ертÿçи пулса ĕçлетĕп, ал ĕçĕнче чун киленĕçне тупнă тесен те юрать.

- Раиса Михайловна, юлашки вăхăтра уйрăмах чăваш тĕрри çине пусăм тăватăр. Студентсене те чăваш тĕррине вĕрентетĕр, хăвăр та ку енĕпе пысăк маçтăр. Раççейĕн тĕрленĕ картти, чăваш тĕррин уявĕ, Чăваш тĕррин музейĕ, «Паха тĕрĕ» предприяти... Мода хыççăн кайни мар-и ку?

- Каларăм ĕнтĕ, эпĕ паллă тĕрĕçĕн вĕренекенĕ. Евгения Николаевна Жачева тĕрĕ тĕрлесе кăна ларман, вăл чăваш тĕррине тарăннăн тĕпченĕ. А.А.Трофимов, М.С. Спиридонов  кĕнекисене тишкернĕ, унти шухăшсене пуçа хывнă, пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарнă ахаха халăха каялла тавăрса памашкăн ăнтăлнă. Ун патĕнче вĕреннĕ чухне çакна ăша хыврăм: тĕрĕ çав тери кăткăс наука. Пĕлтерĕшлĕ тĕрĕ тумашкăн  унăн историне, йĕрки-меслечĕсене, вăрттăнлăхĕсене тишкерсе пĕлмелле. Пархатарлă алă ĕçне пурнăçланă чухне эсĕ ниепле те мода хыççăн каяймастăн, санăн хăвăн мел, хăвăн почерк, хăвăн шкул! Кунта тĕрĕн тĕсĕсене, орнамент вырăнне тĕрĕс палăртасси мала тухса тăрать.

- Эсир хăвăрăн студентсемпе мĕнле çыхăнура; +ав тери кăра преподаватель е кăмпана та пĕрле кайма хатĕр тус; Эсир вĕрентнĕ, сирĕн тивлетпе палăрнă культура ĕçченĕсене пĕлмеллех хаçата вулаканăн.

- Педагогика наукисен кандидачĕ пулнă май, пĕр енчен ку мана ачасене пĕлÿÿ, воспитани парас ĕçре яваплăрах пулма хистет, тепĕр енчен – эпĕ хам яваплă çын пулнипе ученăй степеньне хÿтĕленĕ ĕнтĕ. Кунта виççĕмĕш йĕр те пур% мана çав тери йĕрке тума килĕшет. Чăваш культурине тĕпченĕ хушăра пирĕн несĕлсем питĕ ăслă та пултаруллă пулнине ăнлантăм. Несĕлсен пултарулăхĕ, тарăн тавракурăмлăхĕ вĕсем ĕлĕк-авал туса хатĕрленĕ тумтир, çи-пуç, капăрлăх, пуç хатĕрĕ çинче аван курăнать. Пĕр пайран тăракан кăкăр умне тата çурăм хыçне çакакан «вăрăм сăрка» текен  капăрлăх çав тери хитре те черчен. Çулталăк хушши турăмăр ăна, вăрттăнлăхне аранах ăнланса илтĕмĕр. Халĕ пирĕн кафедрăра çавăн пек илемлĕ капăрлăх та пур. Кунпа эпĕ мĕн каласшăн: çын çуралать, несĕлсен пуянлăхĕпе паллашать, пурнăç йĕркине ăнланса илет,  малалла халăх пуянлăхĕпе тĕрĕс усă курма çамрăк ăрăва вĕрентет. Эпĕ те, хам мĕн ыррине тĕпчесе пĕлетĕп, çавна студентсене пама тăрăшатăп.

- Раиса Михайловна – патентсен авторĕ, ăслăлăх форумĕсен йĕркелÿçи, тĕнче конференцийĕсене хутшăнакан хастар. +ак ĕçсене пурнăçламашкăн сывлăх та, çирĕп ăс та кирлĕ.  Хастарлăх рецептне уçар-ха, эппин...

- Халăх пултарулăх кафедри тĕнче шайĕнчи ăслăлăх конференцийĕсене йĕркелет. Вĕсем пурте чăваш халăх культурине сыхласа хăвариссипе тата аталантарассипе çыхăннă. +улсерен ака уйăхĕнче  «Тăван сăмах – халăх хăвачĕ» ятпа  пысăк форум иртет. Ку ĕçе тĕрлĕ çĕршывра пурăнакан йăхташсем те, тĕрлĕ регионсенчи вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те савăнсах хутшăнаççĕ. Кашни çул чÿк уйăхĕнче Евгения Николаевна Жачева ячĕпе чăваш тĕррине халалланă конференци иртет. Унта Беларуссире, Узбекистанра, Таджикистанра, Санкт-Петербургра, Пенза тăрăхĕнче  пурăнакан ĕçтешсем хастарлăх кăтартаççĕ, çав тери кăсăк докладсем вулаççĕ, алĕç культурин материалĕсене илсе килеççĕ. Конференцисенче мĕн пуçласа вĕçне çитичченех чăвашла калаçатпăр, тăван халăх юрри-ташшипе киленетпĕр, туслă çыхăнусем йĕркелетпĕр. Эпир ăнланнă тăрăх – чăвашла калаçни, шухăшлани, ĕмĕтленни пурнăçра çав тери кирлĕ пулăм, вăл чĕлхемĕре çирĕплетме, аталантарма, вăйлатма пулăшать. +акăн пек тĕлпулусем Раççейри тата унăн тулашĕнчи халăхсене хамăрăн пуян культурăна кăтартма, унпа паллаштарма май парать.

- «Йĕпреç ентешлĕхĕ» обществăлла юхăм хастарĕ те, Раççейри театр ĕçченĕсен, ÿнер-çĕсен пĕрлĕхĕсен пайташĕ те, тĕрлĕ комиссисен членĕ те эсирех. Кĕнеке вулама, фильм         пăхма, вăрмана кайма, юрă-кĕвĕ итлеме вăхăт та юлмасть пулĕ. Пушă вăхăта, енчен те вăл пур пулсан, мĕнле ирттеретĕр;

- Тĕрĕссипе каласан, пурнăçăн пуянлăхĕ, савăнăçĕ _ пушă вăхăт тупса юратнă ĕçе пурнăçлани. +авăнпа та ку ыйтăва тĕрĕс те тĕплĕн татса пама тăрăшатăп. Пирĕн кафедрăра чăваш халăх культурине анлăн тишкерекен лабораторисем ĕçлеççĕ. Вĕсене эпир Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕпе Николай Михайлович Балтаевпа йĕркелесе пыратпăр. ХVII-ХIХ ĕмĕрсенчи чăваш халăхĕн тумтирне, пуç хатĕрĕсене, капăрлăхĕсене тишкеретпĕр унта, реставраци ĕçĕсене пурнăçлатпăр. Хатĕр капăрлăхсене халăх умне çитерес тĕллевпе куравсем йĕркелетпĕр, наукăпа практика конференцийĕсенче вĕсем çинчен каласа паратпăр. Пирĕн кафедрăпа Тутар Республикинчи, Чĕмпĕр облаçĕнчи, Иркутск, Сургут, Нефтеюганск хулисенчи хастарсем тачă çыхăну тытаççĕ, Шупашкара килсе пĕлĕвĕсене ÿстереççĕ.

Чăвашлăх – хамăр пурнăçа малалла аталантарма пулăшакан çăлкуç. Ăна упраса, пуянлатса пырасси – пирĕн тивĕç. Чăваш çĕршывне юратни, авалхи халăх пулнипе мăнаçланни пире паян та, малашне те пĕрлештерсе тăтăр!

  Анатолий Абрамов,

ЧР журналисчĕсен Çемен Элкер премийĕн лауреачĕ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译