НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пыраççĕ?

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2026, 08:55 Просмотров: 175

Ку ыйтăва уçăмлатма пире Йĕпреç муниципалитет округĕн администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕнче туса хатĕрленĕ танлаштаруллă кăтартусем пулăшĕç. 

Паллă ĕнтĕ, хальхи вăхăтра Йĕпреç округĕнчи  ялхуçалăх организацийĕсенче çурхи ака-суха ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ, кашни хуçалăх çутçанталăкăн  меллĕ саманчĕпе усă курса кĕске вăхăт хушшинче ялхуçалăх культурисене акса-лартса хăварма тăрăшать. Çанталăк питĕ шăрăх тăнипе тăпрари нÿрĕк хăвăрт сĕвĕрлет, хĕрÿ хĕвел уйсене çийĕнчех типĕтсе яриччен пĕтĕм ĕçсене тума ĕлкĕрмеллине ял ĕçченĕсем паян пурте лайăх ăланаççĕ. 

Кĕрхи тĕштырă культурисем пĕтĕмпе 1857 га йышăнаççĕ, çу уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне илсен, ку лаптăкăн 71,3 процентне (1324 гектарне) минераллă удобренисемпе апатлантарнă. Кĕрхи çĕртме уйне çак вăхăт тĕлне 6100 га (иртнĕ çулхи шайпа танлаштарсан, 143 процент ытларах) сÿреленĕ, 6318 га çинче (111 процент) культиваци тунă.

Планпа пăхнă тăрăх, кăçал çурхи тĕштырă тата пăрçа йышши культурăсене пĕтĕмпе 6126 га (иртнĕ çулхи шайăн 92,02 проценчĕ) çинче акса хăвармалла, ĕнерхи кун тĕлне 4771 га (60,73 процент) акнă, плана 77,88 процент тултарнă. +ав шутра çурхи тулă 1817 га йышăнать, урпа - 1792 га, сĕлĕ - 1792 га.

 Пăрçа йышши культурăсем 498 га (иртнĕ çулхи шайăн 43,3 проценчĕ) йышăнаççĕ, çав шутра пăрçа - 420 га, вика - 78 га.

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем  выльăх апачлĕх культурăсене пĕтĕмпе 147 га (планăн 24,52 проценчĕ чухлĕ) акнă. Техникăлла культурăсене (çу параканнисене) кăçал акмалли план 995 гектарпа (пĕлтĕрхинчен 119,59 процент ытларах) танлашать, хальлĕхе вĕсене массăллăн акма тытăнман-ха.

Хамăр инф.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译