Çу уйăхĕн 25-мĕшĕчченех пирĕн республикăра шăрăх çанталăк тăрĕ. Хĕвел хĕртсе сывлăша вĕрилентерсе, çĕре типĕтсе янă май пушар тухас хăрушлăх питĕ пысăк.
Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн республикăра пушара хирĕçле ятарлă режим вăйра. Пушар тухас хăрушлăх класĕ IV–V тесе йышăннă. +ак вăхăтра вăрмана çÿреме, унта транспорт хатĕрĕсемпе кĕме, вăрман çывăхĕнче çулăм тивертме юрамасть.
Пушара хирĕçле ятарлă режим условийĕсенче вăрмансенче пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăснăшăн административлă штраф пăхса хунă: ахаль граждансене 40-50 пин тенкĕ тÿлеттерĕç, должноçри çынсене 60-90 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ, юридици сăпатĕнчисене - 800 пин тенкĕрен пуçласа.
Кăçал вăрмансене пушартан сыхлама 59,5 млн тенке яхăн укçа уйăрнă, иртнĕ çултипе танлаштарсан ку 24 процент ытларах.
Çавăн пекех Раççей МЧСĕ аса илтерет,
- ятарлă режим вăйран тухиччен çÿп-çап ан çунтарăр;
- кăвайт ан чĕртĕр;
- çунакан шăрпăкпа пирус тĕпне курăк çине ан пăрахăр;
- урамра, пĕве хĕрринче каннă хыççăн кĕленче савăтсене, чÿрече ванчăкĕсене пăрахса ан хăварăр.
Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Республикинче пурĕ 481 пушар тухнă. Вĕсенче 23 çын пурнăçĕ татăлнă, 25 çын сусăрланнă, 55 çынна çăлнă.
Анна Михайлова
Август 2026 |
