НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Ырă ĕçсен марафонĕ малалла пырать

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2026, 08:47 Просмотров: 172

«Единая Россия» партин хĕрарăмсен юхăмĕн тата Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн хамăр округри уйрăмĕн  тата  «Йĕпреçри çурт-интернат» бюджет учрежденийĕн отрасльти хĕрарăмсен канашĕн активисчĕсен пуçарă-вĕпе çурт-интернат сотрудникĕсемпе кунта пурăнакансем учреждени территорийĕнче тирпей-илем туса хунă.

Çултан-çулах тĕрлĕ тĕслĕ, ырă шăршăллă çеçкесемпе куçа илĕртекен йĕри-тавралăх  кăçал та хитре чечексемпе капăрланĕ. Пĕр шухăш-тĕллев тытса, туслă коллектив пысăк ĕç тунă, кунти теплицăра хăйсемех пăхса çитĕнтернĕ çĕршер те çĕршер тĕп тĕрлĕ сортлă чечек калчисене клумбăсем çине куçарса лартнă, тулăх шăварнă. Тасалăхпа йĕркелĕх тăвас ĕçе кашниех уçă кăмăлпа хавхаланса хутшăннă.

«Тăван ене чечексемпе илемлететпĕр!» - теççĕ Эйпеç тăрăхĕнчи активистсем те. Ялти культура вучахĕн ĕçченĕсем, медработниксем, территори пайĕн специалисчĕсем тата вырăнти хĕрарăмсен канашĕн лидерĕ пĕрле пуçтарăнса, ялăн сăнне кăтартакан «Эпĕ Эйпеçе юрататăп!» паллă йĕри-тавра, культура çурчĕ умĕнче тасатнă, тирпейленĕ. Унтан çĕр кăпкалатса клумбăсемпе йăрансем тунă, хура кĕрчченех илемпе савăнтаракан чечек калчисем лартса хăварнă. Кĕçех ĕнтĕ кунта асамат кĕперне аса илтерекен, çитмĕл те çичĕ тĕспе çиçсе куçа йăмăхтаракан чечексем ешерчĕç.

Ырă ĕçсен марафонне Йĕпреçри халăхăн социаллă тивĕçтерÿ центрĕнче вырнаçнă «Манăн социаллă центр» клуб участникĕсем те активлă хутшăнаççĕ, вĕсем иртнĕ кунсенче центрăн чечек пахчинче тăрăшнă. «Кĕмĕл» çулсенчи волонтерсем хăйсем акса ÿстернĕ чечек калчисене, хĕл каçипе упранă тымарĕсене лартнă. Центрта иртекен занятисене килсе çÿренĕ май, хăйсем латса хăварнă хитре сăн кÿрекен ÿсентăрансене курса савăнас вăхăт кĕçех çитессе шанаççĕ вĕсем.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译