НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Пысăк пахалăхлă çулсем пулĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 22.05.2026, 08:45 Просмотров: 173

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин правительство членĕсем, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, муниципалитет округĕсен ертÿçисем, обществăлла организацисен хастарĕсем, пичет тата электронлă массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем Сергей Артамонов премьер-министр  ертсе пынипе Чăваш Енри çул-йĕр пахалăхне, трассăсем çинче пыракан юсав ĕçĕсене тĕрĕслерĕç. +ак пысăк тĕрĕслев чи малтанах «Мускав-Тухăç» (М-12)  автобана тунă вăхăтра çĕмĕрсе пĕтернĕ республикăри муниципалитет, регион тата федераци пĕлтерĕшлĕ çулсемпе çыхăннă.

Кăçал пĕтĕмпе 70 километр йышăнакан  çулсене тÿрлетсе çĕнетмелле. Вĕсем Йĕпреç, Канаш, Вăрнар, Пăрачкав, +ĕмĕрле тата Тăвай районĕсенче вырнаçнă. +ак ĕçсене пурнăçламашкăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, республика правительстви тата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» депутачĕсем  Раççей транспорт министерствипе калаçса килĕшнĕ хыççăн  федераци бюдже-тĕнчен 2 миллиард та 600 миллион тенкĕ уйăрнă. +ак транша 2026-2028-мĕш çулсенче ĕçлесе татмалла.

Правительство пуçлăхĕ Сергей Артамонов ертсе пыракан ушкăн Вăрнар-Йĕпреç чиккинче вырнаçнă Пысăк Упакасси ял тăрăхне çитсе чарăнчĕ. Çак вырăнтан иртекен «Калинино-Патăрьел-Елчĕк» трасса çинчи юсав ĕçĕсене «Эльбрус», «Стройком», «Дортех» тулли мар яваплă акционерсен компанийĕсем пурнăçлаççĕ. «Эльбрус» ертÿçи Андрей Алексеев тĕрĕслев ушкăнне цифрăсемпе, фактсемпе паллаштарать:

- Вăрнар округĕнчи Ершепуç ялĕнчен пуçласа Йĕпреç тăрăхĕнчи   Пысăк Упакасси ялне çитиччен 3,4 километр çула йĕркене кĕртмелле. +ак ĕçе пурнăçлама хыснаран  29 540 000 тенкĕ укçа уйăрнă. Эпир, подрядчиксем,  шаннă ĕçе çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне вĕçлесшĕн. ,ç паянхи пекех кал-кал пырсассăн  юсав ĕçĕсене маларах та вĕçлеме май пур, - тет вăл.

Тĕрĕслевçĕсем ку вырăнта  юсав ĕçĕсем чăннипех те кал-кал пынине хăйсем курса ĕненчĕç% йывăр тиевлĕ  КамАЗсем  юсав лапамне килсех тăраççĕ, асфальт хурса тикĕслекен  агрегат та чăхăмламасăр ĕçлет, çул-йĕр рабочийĕсем  вăр-вар та  маттур. 

«Эльбрус» кăçал Йĕпреç поселокĕнче çĕнĕ асфальт завочĕ хута яни те хăй тÿпине хушать – хаклă материала ĕç  вырăнне васкавлă илсе çитерме май парать. +итес вăхăтра юсавçăсем Вăрнарпа Йĕпреçе пĕрлештерекен çулăн 19 300 тăваткал метр лаптăкне вак чулпа çирĕплетĕç,   трасса çинчи  тикĕс мар вырăнсене БНД 70-100 маркăллă асфальтобетонпа тикĕслĕç, 6 800 тăваткал метр чухлĕ  çул айккине  асфальт каяшĕпе вăйлатĕç.

Йĕпреç муниципалитет округĕн ертÿçи  Игорь Семенов хăйне шаннă хутлăхри  юсав ĕçĕсен калăпăшĕпе те, ăна пурнăçлакан строительство организацийĕсен хастарлăхĕпе те, юсав ĕçĕсен пахалăхĕпе те кăмăллă пулни çичен пĕлтерчĕ. Вăл Чăваш Ен Правительствин ертÿлĕхне тав турĕ, «Пĕр-лĕхлĕ Раççей» политика партийĕн ырă пуçарăвне чĕререн ырланине пĕлтерчĕ.

- Йĕпреç тăрăхĕнчи çул-йĕре пур енлĕн юсани савăнтарать. Халĕ строительство машинисен кĕрлевĕ  Пысăк Упакасси, Огонек ялĕсен тăрăхĕнче, поселока илтĕнсе тăрать, - савăнăçне пытармасть муниципалитет пуçлăхĕ.

Сергей Артамонов строительство компанийĕсен   ертÿçисене, вырăнти чиновниксене  чылай ыйту пачĕ.  Правительство пуçлăхне ĕç пахалăхĕ те, строительсен ĕç условийĕсем те, сметăна пăхăнса пыни те… нумай-нумай ыйту кăсăклантарчĕ. Подрядчиксем пур ĕçе те вăхăтра тата пысăк пахăлăхпа вĕçлессине пĕлтерчĕç.

Тĕрĕслев ушкăнĕ çитсе чарăннă тепĕр вырăн – Огонек ялĕ çывăхĕнчи «Йĕпреç-Березовка-Кудеиха»  трасса. Кунти çул пахалăхĕнчен  вăрман варринче вырнаçнă Калиновка, 11 лет Чувашии, +ĕнĕ пурнăç, Хĕрлĕ Шуçăм, Березовка  поселокĕсенче пурăнакан çынсен шăпи те, малашлăхĕ те килет.  Асăннă ялсене  апат-çимĕçпе, медицина, МЧС, çыхăну пулăшĕвĕсене вăхăтра ти-вĕçтересси, çын пурнăçĕн ытти условийĕсене лайăхлатасси паха та тикĕс çултан нумай килет. Кунта Леонид Евдокимов ертсе пыракан  «Воддорстрой» тулли мар яваплă акционер обществи вăй хурать.

Сергей Артамонов вăрман варринчи çул ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрасси çинчен ыйтать.

- Эпир ĕçлекен лаптăк çывăх вăхăтра республикăри икĕ муниципалитет округне тÿртен çыхăнтарĕ, автоçул Йĕпреç поселокĕнчен Пăрачкав муниципалитет округне кĕрекен Кудеиха салине илсе çитерĕ. Эпир пурнăçлакан ĕç калăпăшĕ пĕтĕмпе тенĕ пекех чăтлăх  витĕр  выртнăран, паллах, йывăрлăхсем те сахал мар% 6 километр çула çĕнĕрен тума тивет.

Палăртнă çула «Воддорстрой» строительство компанийĕн рабочийĕсем 2026-2027 çулсенче туса пĕтерме палăртнă. +ак вăхăтра вĕсен  çул сарлакăшне 14 метра çитермелле,  ун çине 7 метр сарлакăш асфальт хумалла, ял тăрăхĕнче, чарăну вырăнĕсене  электрохунар юписене лартса  тухмалла, шыв юххи валли пăрăхсем вырнаçтармалла…

Палăртнă ĕçсене вăхăтра пурнăçлассине çирĕп шантарчĕ Леонид Евдокимов.

Тĕрĕслевçĕсем  Йĕпреç-ĕн анлă та хитре вăрманĕ витĕр Кудеиха ялне васкарĕç. Паянхи кун тĕлне  Йĕпреçрен çак яла икĕ маршрутпа çитме май пур% «Йĕпреç-Вăрнар-Калинино-Çĕмĕрле-Кудеиха» (104 км) тата «Йĕпреç-Кире-Улатăр-Кудеиха» (112 км). Халĕ тума пуçланă трасса маршручĕпе кайсан çак çул 70-80 километр чухлĕ кĕскелет. Йĕпреçрен Кудеихăна тÿр-тен çитме пĕтĕмпе те 40 çухрăм  çеç. Ку çула хута яни  çак тăрăхра пурăнакансен, вăрманçăсен, сунарçăсен, ял туризмĕпе кăсăкланакансен пурнăçне чылай çăмăллатнă пулĕччĕ.

Анатолий АБРАМОВ

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译