НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

«Çĕнтерÿ вальсĕ» - кăмăллă кану каçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 15.05.2026, 08:47 Просмотров: 219

Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче, Аслă Çĕнтерÿ кунне паллă тунă май, Туçари культура çуртĕнче ялти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ, «Единая Россия» партин вырăнти пуçламĕш организацийĕн ертÿçи Ираида Ильина пуçарнипе тата йĕркелесе пынипе «Çĕнтерÿ вальсĕ» ятлă кану каçĕ иртнĕ.

Нумайлăха асра ÿкерĕнсе юлнă каç клуба пуçтарăннисем иртнĕ вăрçă вăхăтĕнчи юрă-кĕвĕ çеммипе ĕмĕр манăçми вальс ташласа киленнĕ. Чун-чĕрене çĕклентерсе яракан «Çĕнтерÿ вальсĕ» те янăранă залра, вăл пурне те ташша тухма йыхравланă. Вальс çаврăннă май, ташлакан мăшăрсем иртнĕ вăрçă вăхăтне аса илнĕ, хамăрăн асаннесемпе асаттесен çамрăклăх çулĕсене куç умне кăларнă, вĕсен фронтра тата тылра кăтартнă паттăрлăхĕпе тÿсĕмлĕхне мухтакан юрăсене шăрантарнă. Кану каçĕ унта хутшăннă кашни çын чун-чĕринче чи ăшă туйăмсем вăратнă.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译