Иртнĕ шăматкун Йĕпреç муниципалитет округĕ те Вырăс географи обществи пуçарнипе, «Единая Россия» партин «Таса çĕршыв» проекчĕпе тата «Экологи ырăлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пĕтĕм çĕршыв шайĕпе иртекен «Çемье вăрманĕ» акцие хутшăннă.
Çĕнĕ Выçли лесничествинче çемьесемпе уйрăм активистсем, волонтерсемпе общество пĕрлешĕвĕсен хастарĕсем пĕрле йышлăн пуçтарăнса, пĕр шухăш-тĕллевлĕ пулса 8000 тĕп хыр йывăççисем лартса хăварнă.
Ырă ĕçсен акцийĕ кунпа кăна вĕçленмен, вăл ял тăрăхĕсене те саланнă. Акă Çирĕклĕ ялĕн активисчĕсем Алина Максимова староста ертсе пынипе йывăç-тĕмсем лартма тухнă, вĕсем те хыр хунавĕсене пурнăç панă.
Йывăç лартмалли пĕрлехи акцие хутшăннисем кăна мар, пĕчĕк тăван çĕршыва симĕс сăн кĕртес ĕмĕтпе çунатланнă ытти çынсем те хăйсен ирĕкĕпе ырă ĕçсен вахтине тăнă, кашни хăйĕн çемйи ячĕпе темиçешер тĕп йывăç лартса хăварнă. «Тепĕр 5-6 çултанах ку вырăнта çемье вăрманĕ кашлама пуçлĕ. Эпир пĕрле туслăн вăй хурса лартнă тымарсем çирĕппĕн ÿссе аталанччăр!» - тенĕ пуçаруллă ĕçсен эстафетине малалла тăснăшăн пĕрне-пĕри тав туса çирĕклĕсем.
Унччен маларах кăна-ха +ирĕклĕ активисчĕсем яла пырса кĕнĕ тĕлти укăлчара, кĕпер таврашĕнче тирпей-илем тунă, туратланса кайнипе урама хупласах илнĕ йывăç хунавĕсене касса тикĕсленĕ. Çак субботник вăхăтĕнче ял çыннисене тахçантанпах шухăшлаттарнă задачăна татса панă - яла пырса кĕмелли çул самаях уçă курăнать халь, çапла майпа кунта машинăпа кĕрсе-тухасси те хăрушсăрланнă. Пучинке территори пайĕн пуçлăхĕ Валерий Иванов субботнике хастар хутшăннисене пурне те ÿркенменшĕн, усăллă та питĕ кирлĕ ĕçшĕн тав тунă.
Светлана Быкова
Август 2026 |
