Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Пучинке ялĕнчи «Пучах» ача садĕнче чăваш чĕлхи кунне халалласа «Пĕчĕк чиперкке – 2026» конкурс иртрĕ. Ача садне çÿрекен пултаруллă та маттур хĕр пĕрчисем конкурсра хăйсене тĕрлĕ енлĕ кăтартрĕç, хăйсемпе паллаштарчĕç, юрларĕç, сăвă каларĕç. Чăваш эрешĕсенчен масмак хатĕрлеме те ăста иккен вĕсем, ташăпа та савăнтарчĕç.
«Пĕчĕк чиперкке» конкурсăн «Чи чипер пĕчĕк чиперкке» çĕнтерÿçĕ ятне Екатерина Рузаева çĕнсе илчĕ. Марианна Иванова «Вице чипер пĕчĕк чиперкке» ята тивĕçрĕ. Ытти хĕр пĕрчисем те тĕрлĕ номинацире палăрчĕç: Таисия Мурзанова - «Пултаруллă чиперкке», Милана Николаева - «Илĕртÿллĕ чиперкке», Анна Васильева - «Хастар чиперкке», Ульяна Петрова - «çепĕç чиперкке», Варвара Сорокина - «Сăпайлă чиперкке». Конкурса хутшăннă чиперккесене диплом тата хаклă парнесем парса хавхалантарчĕç.
Кĕçĕн ушкăна çÿрекен шăпăрлансем курма килнĕ ашшĕ-амăшне хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.
Конкурса пĕтĕмлетсе, ача садĕнче вăй хуракан, çак мероприятие ирттерме кашни хăй тÿпине хывнă воспитательсене те – Ирина Клементьевăна, Татьяна Пашковăна, Алина Ивановăна, Нина Михайловăна тав хучĕсемпе чысларĕç. Çавăн пекех Людмила Клементьева, Татьяна Сергеева, Александр Ильин тÿре пайташĕсем те тав хучĕсене тивĕçрĕç.
Илемлĕ те хÿхĕм уяв шăпах Чăваш чĕлхи кунĕ тĕлне иртрĕ, чĕлхемĕрĕн пуласлăхĕ – ÿсекен шăпăрлансенче, апла пулсан тăван культурăпа йăла-йĕркене мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарса ÿстерес пулать вĕсене.
Дина Трякова,
ача сачĕн ертÿçин тивĕçĕсене
пурнăçлакан
Август 2026 |
