Чăваш вулаканĕсене хăйĕн çĕнĕ ĕçĕсемпе паллаштарсах тăракан çыравçăсен хушшинче Людмила Сачкова - паллă ят. Вăл тăван литературăна юлашки çулсенче чылай сумлă кĕнекесемпе пуянлатрĕ тата драматургире те палăрма ĕлкĕрчĕ.
Людмила Николаевна писательсен çемйине кĕриччен журналистикăра та çанă тавăрса ĕçлекенсенчен пĕри пулчĕ. Эпĕ астăвасса, вăл хăй вăхăтĕнче «Хыпар» хаçатра та тăрăшрĕ, унăн самаях сулăмлă статйисене, тĕрлĕ жанрпа çырнисене кăмăлласа йышăнатчĕç вулакансем. Халĕ Людмила Сачкова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, «Хыпар» издательство çурчĕн «Тăван Атăл» журнал редакторĕн тивĕçне пурнăçласа пырать. Иртнĕ эрнекун вăл пирĕн муниципалитет органĕн тĕп вулавăшĕнче пулчĕ, пирĕн тăрăхри библиотекарьсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, ун хыççăн культура «фрончĕн» канăçсăр çыннисемпе ирттернĕ тĕлпулура хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Людмила Сачкова хамăрпа кÿршĕллĕ Патăрьел тăрăхĕнчи +ĕнĕ Ахпÿрт ялĕнче çуралнă. Вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче, телекуравпа радиохыпарлав ĕçченĕсен пĕлĕвне ÿстерекен институтра, кайран культурăпа искусство тата туризм çыннисене хатĕрлекен академире пĕлÿ илнĕ. Людмила Николаевна Чăваш телекуравĕпе «Пике» журналта тăрăшнă тапхăра та манса кайман-ха эпир.
Тĕп вулавăшра çыравçă кăларнă кĕнекесен куравне йĕркеленĕ. Людмила Сачкова библиотекăра ĕçлекенсене хăйĕн юлашки çулсенче кун çути курнă çĕнĕ кĕнекисене парнелерĕ.
Çыравçă тăван республикăри пур округсенче те пулма тĕллев тытнă иккен. Вăл йĕпреçсем вулакансемпе тытакан çыхăнусене мĕнле йĕркеленипе, вĕсен хушшинче ирттерекен мероприятисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ, тĕп вулавăша хăйĕнпе тĕл пулма килнĕ библиотекарьсен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Людмила Николаевна хăй пултарулăхĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ, çырнă чухне аваллăхран упранса юлнă хайлавсемпе мĕнлерех усă курни çинче чарăнса тăчĕ. Илемлĕ литературăна кăмăллакансем хушшинче «Тăван Атăла» иккĕмĕш çур çулшăн çырăнса илекенсем те тупăнчĕç.
Геннадий Кузнецов
Август 2026 |
