Канаш хулинче Тăван çĕршывăн аслă вăрçин юлашки ветеранĕ пурнăçран уйрăлса кайнă. Владимир Рожков 102 çулта пулнă.
Вăл Тăван çĕршывăн аслă вăрçине 1942 çулта кайнă. Малтанах Брянск облаçĕнче окоп чавнă. Çапăçура йывăр аманнă, госпитальте сипленнĕ. Çĕнтерĕве Владимир Васильевич Чехословакире кĕтсе илнĕ.
Сумлă ветеранпа ака уйă-хĕн 20-мĕшĕнче Канаш хулинчи Мухтав Монуменчĕ патĕнче, ĕмĕр сÿнми çулăм çывăхĕнче, ĕмĕрлĕхех сывпуллашнă.
Август 2026 |
