Шупашкарта чăваш чĕлхи учителĕсен хула фестивалĕ иртнĕ. Ăна тава тивĕçлĕ педагога Галина Абрамовăна халалланă.
Фестивале чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен вун-вун учитель хутшăннă. Тĕрлĕ ыйтăва сÿтсе явнă. Йăласене упраса хăварса хальхилле мĕнле вĕрентмелле. Çак ыйту пĕлтерĕшлĕ вырăнта пулнă.
Воспитани ыйтăвне те тимлĕх уйăрнă. Ăсталăх класĕсенче вара пултарулăхпа паллаштарнă, театр постановкисем, наци тĕрри… Çаксемпе те уроксенче усă курма май пуррине сÿтсе явнă.
Фестиваль чăваш чĕлхи пурăнма ăнтăлнине тепĕр хутчен çирĕплетсе панă.
Август 2026 |
