Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ - Чăваш чĕлхи кунĕ. Ăна 1992 çултанпа кашни çулах паллă тăваççĕ.
Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлу паракан вăтам шкулта çак кун Раççейри Халăхсен пĕрлĕхĕн çулталăкне, Чăваш Енре Халăхсен туслăхĕн çулталăкне, Чăваш чĕлхи кунне халалласа, Чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлевич Яковлева сума суса «Янра, янра, чăваш чĕлхи!» уяв концерчĕ иртрĕ. Уявра чăваш юрри-кĕввине, сăввине итлесе, ташшине, юмахне пăхса киленчĕç курма пуçтарăннисем.
Вĕренекенсем, 1-мĕш каласран пуçласа 11-мĕш класс таран, хастар хутшăнчĕç уява. Концертра юрату, туслăх, килĕшуу, атте-анне, çут çанталăк çинчен илемлĕ юрăсем юрласа савăнтарчĕç.
Концерт чăннипех чуна тыткăнларĕ, вăл чăваш чĕлхин илемне, вăйне тата пĕлтерĕшне кăтартса пачĕ.
Август 2026 |
