НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Симĕс чăрăшсем яла илем кÿрĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 29.04.2026, 10:31 Просмотров: 149

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Хурамал территори пайĕн ĕçченĕсем тĕп лапамра субботник ирттернĕ. Ял сăнне симĕс тĕс кĕртес тесе вĕсем йывăçсем лартнă. Пĕрлехи ĕçе ял-йыш та хутшăнма кăмăл тунă, туслăн вăй хурса вĕсем чылай тĕп хунавсем лартнă.

Йывăç лартмалли вырăнне те ăнсăртран суйласа илмен. +ак площадкăранах спорт ăмăртăвĕсем старт илеççĕ, культура мероприяти-йĕсене те кунтах ирттереççĕ, апла пулсан ку лапамра кăтартуллă йĕрке тата чăн-чăн илем хуçаланмалла. Çакна шута илсе, малашлăха пысăк шанчăкпа пăхса, активистсем пĕлтерĕшлĕ утăм тунă - çак вăхăтра лартнă чăрăшсем тымар илсе аталанса каясса шанса, чылай тĕп лартса хăварнă. Кунта кĕçех чăрăшсен аллейи ешерĕ!

Акан 25-мĕшĕнче Хурамал территори пайĕн начальникĕ Валерий Евграфов пуçарнипе активистсен тепĕр ушкăнĕ çанталăк йăпе-сапа тăнине пăхмасăр Чăрăшкасси ялнелле хывăннă автоçул хĕррипе йывăçсем лартнă, посадкăра чăрăшсемпе хырсем хунав илĕç.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译