НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Çамрăк патриотсен яваплă тивĕçĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.04.2026, 10:29 Просмотров: 129

Кĕлĕмкассинчи шкулта ырă йăла çирĕпленнĕ% Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăка тата ун таврашĕнчи лапама таса та тирпейлĕ тытса тăрасси - йăлтах шкул ачисем çинче. Хăйсем çине пысăк та яваплă тивĕç тиеннине çывăх ăнланаççĕ ачасем, çавăнпа вĕсем уроксем хыççăн нихăçан та киле кайма васкамаççĕ. Пушă вăхăтра кунта килеççĕ, тирпейлĕхшĕн тăрăшаççĕ.

Акă иртнĕ кунсенче кăна-ха шкулти Пĕрремĕшсен юхăмĕн активисчĕсем икĕ кун харăсах палăк таврашĕнче çанă тавăрса  ĕçленĕ, кивĕ çулçăсене, çÿп-çапа шăлса пуçтарнă, палăк çинчи паттăрсен ячĕсене çырса хунă плитасене çуса тасатнă, площадка бардюрĕсене сăрласа çĕнетнĕ тата ыт. те.

 Шефа илнĕ палăк йĕри-таврашĕнче çирĕп йĕрке тытассишĕн яваплă пулнине кашни вĕренекен туйса тăрать, çавăнпа халĕ вĕсем кунсерен черетпе дежурствăна тухаççĕ. Кĕçех клумбăсем çинче хĕрлĕ чечексем хитрен хĕмленме тытăнĕç. Астăвăм палăкĕ иртен-çÿренсене илемĕпе хăй патне илĕртĕ. Ял çыннисем те, хăнасем те вăрçăра вилнисене пуç тайма кĕрсе тухĕç кунта...

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译