НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Хастаррисене пионера илнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 29.04.2026, 10:28 Просмотров: 153

Чăваш Тимешĕнчи шкулта ĕлĕкрен пыракан ырă йăла çирĕпленсе юлнă, кунта кашни çулах чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнă кун 4-мĕш класра вĕренекенсене пионера илеççĕ.

 Кăçал та манăçа кăлармарĕç çак йĕркене. Паллă кун умĕн кĕçĕн класс ачисем, Иван Яковлевич халалне асра тытса, сывă та хăюллă, ăслă-тăнлă та çирĕп кăмăллă, Тăван çĕршыва юрăхлă çын пулса ÿсме сăмах пачĕç, ачасене хĕрлĕ галстук çакса ячĕç.

Ахальтен суйласа илмен çак куна. Çĕршыв историйĕн паллă страницисене уçса пăхсан та, иртнĕ ĕмĕрте, Совет Союзĕ пулнă саманара, шăпах çак вăхăтра, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче çуралнă, пролетариатсен çулпуçĕ шутланнă Владимир Ленина асăнса, шкул ачисене пионерсен ретне çырăнтарнă пулнă. Чăваштимешсем çак датăн пĕлтерĕшне çĕнетсе ăна чăвашсен патриархĕпе И.Я. Яковлевпа çыхăнтарнине тата пионерсен юхăмне тепĕр хут чĕртсе аталатарнине ырламалла кăна.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译