Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пирĕн республикăн пур кĕтесĕнче те чăвашлăха аталантарассишĕн пĕтĕм пурнăçне панă, чăваш çырулăхне çĕнĕ сывлăш кĕртнĕ, Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçнă тата ертсе пынă, ĕмĕрлĕхе ăслăлăхпа вĕрентÿ ĕçĕсем çырса хăварнă Иван Яковлевич Яковлев (1848-1930) çуранă куна - Чăваш чĕлхин кунне - анлăн паллă турĕç, çак датăна халалласа нумай тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттерчĕç. +авсенчен чи пĕлтерĕшли вара - «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ 2026» акци. Йĕпреç енре те ку акцие нумайăн хутшăннă, тăван чĕлхепе диктант çырса харпăр хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕсленĕ.
Акă, Ирçе Çармăс территори пайĕнчи маскировка каррисем çыхакан хĕрарăмсем те тĕрĕслев ĕçне çырма хастар хутшăнчĕç. Çак кун пирĕншĕн тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăмпа та палăрса юлчĕ: Чăваш чĕлхин кунĕ тĕлне эпир хамăр хĕрарăмсемпе 555-мĕш хÿтлĕх каррине çыхса пĕтертĕмĕр. Çав ятпа пире территори пайĕн пуçлăхĕ Леонид Кураков, çар тивĕçне Германири совет çарĕсен ушкăнĕнче пурнăçланă ветерансен союзĕн членĕсем тата хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Регина Куракова саламларĕç, Çĕнтерĕве çывхартассишĕн чунтан тăрăшнăшăн, ку таранччен пурнăçланă ĕçсемшĕн хĕрарăмсене ятранах асăнса ăшă сăмахсем каларĕç. «Эсир - чăн-чăн патриот шухăш-кăмăллă хастар çынсем! Тылра пĕр кун ирттермесĕр питех те кирлĕ ĕçсем туни фронтшăн мĕн тери пысăк пулăшу пулни каламасăрах паллă, - терĕ акти-вистсене тав туса вырăнти пуçлăх. - Малашне те çак хăвăртлăхпах ĕçлесе пыма çирĕп сывлăхпа иксĕлми вăй-хал сунатăп сире». Салтак-ветерансен ушкăнĕ вара чи маттуррисене «СВОна пулăшнăшăн» ятарлă медальпе чысларĕ. Хĕрарăмсен канашĕ енчен те Тав çырăвĕсем пулчĕç, вĕсем те хĕрарăмсене хавхалану кÿчĕç.
Тамара Протасова
Август 2026 |
