НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Тăван ен юррисем янăранă

Категория: Публикации Опубликовано: 29.04.2026, 10:23 Просмотров: 141

Чăваш чĕлхи кунне уявланă май, Киров территори пайĕнчи тĕп культура çурчĕн ĕçче-нĕсем пуçарнипе илемлĕ пултарулăх ушкăнĕ Эконом поселокĕнчи клубра концерт кăтартнă.

«Тăван çĕршыв кĕввисем» программăпа иртнĕ туслăхпа тăванлăх мероприятийĕ, чун-чĕрене çывăх юрă-кĕвĕ тĕрлĕ ăру çыннисене пĕрлештернĕ. Хамăр ентешсен еткерлĕхе юлса пыракан пуян тупра - халăх сăмахлăхĕ - кашни чăвашрах чи çепĕç туйăмсем вăратнă.

Концертра хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем чăваш классикĕсен вилĕмсĕр хайлавĕсен сыпăкĕсене вуланă, хамăр енчи чăваш халăх юррисене шăрантарнă, ташшисене кăтартнă.

Куракансем Константин Осипов гармониста, Маргарита Иевлева тата Антонина Ильина солистсене, Галина Тимофеевăпа Маргарита Скворцова дуетне, «Кумасем» ташă лартса  тĕлĕн-тернĕ Анфиса Ивановăпа Надежда Иевлевăна, Маргарита Скворцовăпа Светлана Соловьевăна хапăлласа кĕтсе илнĕ, сцена çине кашни тухмассерен хыттăн алă çупнă. Хăйсене хавас кăмăл-туйăм парнеленĕшĕн çапла тав тунă вĕсем пултарулăх ăстисене. Концерта килнисене Светлана Соловьевăпа Татьяна Григорьева выляса панă кулăшла сценкăсем, Лидия Соловьева, Вероника Степанова, Римма Иванова тата «Пилеш» фольклор ушкăнĕ шăрантарнă юрăсем уйрăмах тыткăнланă.

Светлана Быкова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译