НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чăвашлăха юратнине палăртса

Категория: Публикации Опубликовано: 29.04.2026, 10:22 Просмотров: 135

Эйпеçри хĕрарăмсен канашĕн активисчĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хÿтĕлев каррисем çыхакансем валли Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе уяв туса панă.

Çав кун алă ăстисем хăйсем те тĕрĕллĕ, чĕнтĕрлĕ чăваш тумĕсемпе килнĕ. Ку вĕсем чăвашлăха мала хунине, тăван чĕлхене, халăх йăли-йĕркине юратнине çирĕплетекен пысăк пĕлтерĕшлĕ паллă пулса тăнă. 

Активист-хĕрарăмсене ялти шкулта ачасене ĕмĕр тăршшĕпе чăваш чĕлхипе литературине вĕрентсе тивĕçлĕ канăва тухнă Нина Димитриева уявпа ăшшăн саламланă. Унăн сăмахне хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Венера Денисова малалла тăснă, килте пĕçерсе хатĕрленĕ пылак парнепе - чăваш тĕррипе илемлетнĕ тортпа - савăнтарнă.

Ылтăн алăллă ăстасем нумай Эйпеç тăрăхĕнче. Вĕсенчен пĕри, Лариса Константинова, ырă ĕçе куллен хутшăтакан хĕрарăмсем валли ятарласа вĕтĕ шăрçасенчен авалхи чăваш эрешĕллĕ брошкăсем тунă, çав капăрлăх япалисене кашнине парнеленĕ.

 Унтан кăмăллă калаçу уяв сĕтелĕ хушшинче малалла тăсăлнă. Чей ĕçсе вăй илнĕ хыççăнах хĕрарăмсем каллех хăйсен хăнăхнă ĕçне кÿлĕннĕ: фронтри ентешсем çĕнĕ маскировка каррисем кĕтеççĕ.

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译