Пучинкери «Пучах» ача садĕнчи воспитательсем тата музыка ертÿçи Чăваш культурине упрас, аталантарас тĕллевпе анлă ĕçлеççĕ.
Чăваш культурине аталантарас тĕллевпе пирĕн ача садĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ «Пĕчĕк чиперкке» конкурс иртет. Кунта ачасем тĕрлĕрен тупăшусене хутшăнаççĕ, хăйсем çинчен каласа параççĕ, илемлĕ юрă шăрантараççĕ, сăвă вуласа параççĕ, çавăн пекех алĕç класне хутшăнса хăйсен ăсталăхне туптаççĕ.
Ача садне çÿрекен шăпăрлансем тĕрлĕрен уявсене хаваспа хутшăнаççĕ, мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене упрама, йăла-йĕркепе çывăх паллашса чăваш культурине хисеплеме вĕренеççĕ.
«Чăвашлăхнихăçан та ан пĕт-тĕр, пирĕн ачасене куçса пытăр, тесе педагогсем питĕ тăрăшса ĕçлеççĕ», - тесе пĕлтерет Пучинкери «Пучах» ача сачĕн ертÿçин тивĕçне пурнăçлаканĕ Дина Трякова.
Август 2026 |
