НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Шкул пурнăçĕ уявсемпе пуян

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2026, 09:04 Просмотров: 172

Хурамал шкулĕнче чăваш тумĕн кунĕ иртнĕ. Меро-прияти тĕллевĕ - наци йăли-йĕркине упраса хăварасси, ăна аталантарасси тата тăван культура пуянлăхне ăша хывасси.

Чăн-чăн уява çаврăннă меро-прияти. Вĕренекенсем те, вĕрентекенсем те чăваш тумне тумланнă. Кашни класс девиз тата пултарулăх номерĕ хатĕрленĕ. Тăван чĕлхепе пуплекен ачасен сăвви-юррине итлеме, ташшине курма яланах кăмăллă. Пурин номерĕнче те тенĕ пекех пĕрешкел шухăш илтĕннĕ - чăваш наци тумтирĕ хăйнеевĕрлĕ кĕнеке, ун çинчи тĕрĕсене «вулама» вĕренсен хамăр халăхăн йăла-йĕркепе историйĕ çинчен нумайрах та тĕплĕнрех пĕлме пулать. Чăвашсен çĕр пин эрешĕсем халăхăн йăли-йĕркисен пуянлăхĕсĕр пуçне тата ăсталăхне кăтартаççĕ, ăрусен çыхăнăвне тата халăх пĕрлĕхне сăнарлаççĕ.

Мероприятие хисеплĕ хăнана чĕннĕ, вăл - педагогика ĕçĕн ветеранĕ, вĕрентÿ ĕçне пысăк тÿпе хывнă, 1986 çулта Халăх туслăхĕн орденне тивĕçнĕ Ф.Г. Леонтьева. Ветеран уява ирттерме хутшăннă ачасен тата педагогсен ĕçне пысăк хак парса пурне те ăшшăн тав тунă.

Концерт шкул пурнăçне çĕнĕ сывлăш кĕртнĕ. Пурте пысăк савăнăçпа, тулли кăмăлпа юлнă.

Çакнашкал мероприятисем ачасенче патриотлăх туйăмне ÿстерме те, пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнăва çирĕплетме те, вĕрентекенсемпе пĕр чĕлхе тупма та, тавракурăма анлăлатма та пулăшаççĕ.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译