Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕн ĕç планĕпе килĕшуллĕн кăçaлхи вĕрену çyлĕнчи Уçă уроксен 11-мĕш фестивальне Пучинке вăтaм шкулĕнче ирттертĕмĕр.
Фестивалĕн тĕп темине «Культурăсен çыхăнăвĕ - шкул ачисен ăс-хакăлĕпе кăмăл-сипетне аталантармалли меслет» тесе палăpтрăмăp. Вăтaм шкул ачисем Чăваш Енре иртекен Xaлăxceн туслăxĕн, Раççейри халăх пĕрлĕхĕн çулталăкне тĕпе хурса хатĕрленĕ илемлĕ пултарулăх программипе хавхаланса паллаштарчĕç, ача-пăча вăййисем, юрă-тaшă caманчĕсем, сăвва илемлĕ вулакансем пурне тe хăйсен сцена ăсталăхĕпе тыткăнларĕç.
Вĕрентекенсем ирттернĕ класс тулашĕнчи ĕçceм, мастер-классем те халăхсем хушшинчи туслăхпа тăванлăхра çирĕп вăй пулнине тепĕр хут ĕнентерсе пачĕç.
Кашни вĕрентекен хăйсен тăpăxĕнчи йăла-йĕркепе, апат-çимĕçпe, xaлăx căмахлăхĕпе туллин паллаштарса тĕрлĕ ĕçceм, вăйăceм йĕркелесе ирттерчĕç, чи маттуррисемпе пултаруллисем çĕнтĕруçĕceмпе призерсем пулса тaчĕç.
Ку шкул ачисене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елизавета Михайловна хăй ертсе пыракан музей ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ, унта вырăн тупнă япаласен историйĕ, тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ стенд, асаттесен пуян эткерлĕхĕ çитĕнекен ăрăва пĕлупе воспитани парассинче пысăк пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине палăрт-са хăварчĕ. Музей аталанăвĕнче хисеплĕ вĕрентекенĕн тупи çaв тери сумлă пулнине, кунта вăл тулли кăмăлпа ĕçленине курса хавхaлан-тăмăp эпир те, фестивале хутшăннă педагогсем.
Çaк кун пирĕнпе пĕрле «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ Людмила Сачкова та пулчĕ. Вăл «çавра сĕтелре» сăмах каланă май, вулакансен юратнă кăларăмĕн çĕнĕлĕхĕсемпе паллаштарчĕ кăна мар, çырав-çăн ăстăлăxне устермелли меслетсем çинче те чарăнса тăчĕ. Ăна итлеме питĕ интереслĕ пулчĕ. Вĕрентекенсем çакăнтах журнала кăçалхи 2-мĕш çyp çyлта илсе тăма çырăнчĕç.
Сăвăсем хайлама кăмăллакан Галина Казакова та пулчĕ хăнара. Вăл пире хăйĕн çĕнĕ сăввисемпе паллаштарчĕ. Вĕсем, яка вуланакан тарăн шухaшлăскерсем, итлекенсен кăмăлне кайрĕç.
Тулли кăмăлпа вĕçлерĕç фестивале чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен учительсем, тулли хăватпа ĕçе пикенмелĕх çĕнĕ пĕлупе хавхалану илсе вĕсем тăван шкулĕсене таврăнчĕç.
Тепĕр çyл пултаруллă вĕрентекенсене Кĕлĕмкасси шкулĕ йышăнĕ. Черетлĕ фестивале унта ирттерме палăртрăмăр эпир.
Надежда Евдокимова,
округри шкулсенче чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентекен учительсен
ассоциацийĕн ертуçи
Август 2026 |
