НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Чансене сăвапланă

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2026, 08:57 Просмотров: 171

Кăçалхи ака уйăхĕн 16-мĕшĕ Пысăк Упакасси ялĕн историйĕнче ĕмĕрлĕхех çырăнса юлĕ. Çак кун Серафим Саровский Преподобнăй ячĕпе çĕклесе лартнă храм валли ятарласа шăратса илсе килнĕ чансене сăвапланă.

Православи тĕнĕн йăли-йĕркине Йĕпреçри чиркĕвĕн настоятелĕ Петр атте туса ирттернĕ. Кĕлĕсем вуланă хыççăн чансене - вĕсем 7 - Турă шывĕпе сапса сăвапланă. Малашне чансен кĕмĕл янравĕ ял çийĕн çичĕ сасăпа юхса саланĕ.

Чансене ял-йыш, тăван тăрăхран урăх хуласемпе çĕршывсене саланнă ентешсем, кÿршĕллĕ ялсенче пурăнакансем тата предпринимательсем укçа-тенкĕ пухса парса пулăшнипе туяннă.

Чан сасси – Турă сасси. Çак сасă мĕн авалтан халăха  чĕнсе чиркĕве йыхравланă. Петр атте чиркÿ патне пуçтарăннă ял-йыша чансене çапса пăхма пил панă. Чансен пĕрлехи  янăравлă кĕвви çынсен чĕрисенче ĕненÿ çуратĕ, чунĕсене савăнăçпа çутăлăх парĕ.

Анна Евграфова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译