НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Раççей – нумай нациллĕ çĕршыв

Категория: Публикации Опубликовано: 24.04.2026, 08:54 Просмотров: 144

Чăваш Тимешĕнчи шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен  советникĕ 1-мĕш класра вĕренекенсемпе «Раççейри тĕп тата  пĕчĕк йышлă халăхсен кунĕ» темăпа пĕлÿ сехечĕ ирттернĕ.

Вăл  ачасене çĕршывăмăр нумай нациллĕ халăхĕпе мăнаçлă та вăйлă пулнине ăнлантарнă. Мĕнле кăна наци çук% бурят, чукча, ханты, мордва, тутар, чăваш, вырăс тата ытти те! Пурин те хăйĕн чĕлхи, йăли, тĕнпе ĕненĕвĕ, кальтури, уявĕсем. Хăш-пĕр пĕчĕк йышлă халăхсен йăли-йĕркипе паллаштарнă. Акă хантысем тĕл пулсан «Вужа-вужа!» теççĕ пĕр-пĕрне, ку чăвашла куçарсан, «Салам!» - тени пулать иккен. Ненецсем тата хантысем чумра пурăнаççĕ. Вĕсем пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çÿреççĕ. Апат-çимĕç енчен илсен, вĕсем ытларах пăлан какайĕ, пулă тата çырла çиеççĕ. Пахча çимĕç туса илме май çук вĕсен, çавăнпа пăлансем ĕрчетеççĕ. Ачасене çак халăхсен уявĕсем тата ытти йăлисем çинчен пĕлме питĕ интереслĕ пулнă.

Пĕлÿ сехетĕнчен çакна ăнланнă вĕсем% кашни халăх - çĕршывăн пуянлăхĕ, чапĕ, мухтавĕ. Пирĕн нумай нациллĕ çĕршывăмăрăн пĕрлĕхне Раççей кунĕ çирĕплетет, ăна июнь уйăхĕн 12-мĕшĕнче паллă тăваççĕ.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译