НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

Интернетри Максим ултавçă пулнă иккен

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2026, 10:33 Просмотров: 200

Шупашкарта пурăнакан 54 çулти хĕрарăм, медучрежденире администраторта ĕçлекенскер, Интернетри Максима шанса 7 миллион тенкĕ куçарса панă. Пăтăрмах пирки вăл йĕрке хуралçисене темиçе кун каялла пĕлтернĕ.

Хĕрарăм каласа кăтартнă тăрăх, вăл пуш уйăхĕн пуçламăшĕнче паллашу сайтĕнче Максим ятлă çынпа çыру çÿретме тытăннă. Кăштахран хайхискер хĕрарăма криптобиржăра укçа ĕçлесе илме май пур тесе ĕнентернĕ.

Камăн пуяс килмеç-ха ĕнтĕ?! Малтанласа хĕрарăм 70 пин тенкĕ инвестици хывнă. Кăштахран пысăкран та пысăк сумма хума тытăннă. Юлашкинчен банка хваттерне 4,5 миллион тенкĕлле салука хывнă.

Криптобиржăна хĕрарăм пĕтĕмпе 7 миллион тенкĕ ытла хывнă. Хăйĕн пухса пынă укçисĕр пуçне тата кредит, пĕчĕк займ илнĕ, пĕлĕшĕсенчен ыйтса кивçене кĕрсе кайнă. Интернетри Максим ырă шухăлă пулманнине ăнлансан тин хайхи хĕрарăм полицие çул тытнă...

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译