Акан 12-мĕшĕнче Пĕчĕк Патăрьел ялĕнчи пĕр килхуçалăхра инкек сиксе тухнă - гаража тата вут-шанкă упрамалли вырăн пек усă куракан хуралтăна (10х8 м) вут хыпса илнĕ.
Çулăм пурăнакан çурт çине куçас хăрушлăх тухса тăнă. Йĕпреçри 28 пушарпа çăлав службин ĕçченĕсем оперативлă майпа çулăма сÿнтернĕ, çуртпа мунчана, вите-хуралтăна çăлса хăварнă. Пушарта никам та аманман. Инкек мĕнле сăлтава пула тухнине специалистсем тĕпчеççĕ.
Аса илтеретпĕр! Ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн республикăра пушар хăрушсăрлăхĕн уйрăм режимне палăртнă. +ак кунтан пуçласа ял-сала таврашĕнче çÿп-çап, типĕ курăк çунтарма, вăрмансенче, вĕсен çывăхĕнче тата ял хуçалăх çĕрĕсем çинче вут тивертме, кăвайт çинче апат пĕçерме юрамасть. Раççей МЧСĕн республикăри управленийĕ пушар хăрушсăрлăхне пурин те пăхăнмаллине асăрхаттарать. Режима пăскансене явап тыттараççĕ.
Паянхи куна Чăвашра 4 хутчен типĕ курăк çуннă: Куславкка, Комсомольски, Шупашкар тата Çĕнĕ Шупашкар районĕсенче çулăмпа асăрханусăр пулнипе уйсенчи хыт-хура çуннă.
Пушарпа çăлав службин телефон номерĕсене асра тытăр: «01», «101» е «112».
Анна Михайлова
Август 2026 |
