НАШИ СОЦСЕТИ

Телеграм

Добро пожаловать на сайт Ибресинской районной газеты «За победу»

310-мĕш хÿтĕлев карри

Категория: Публикации Опубликовано: 17.04.2026, 10:21 Просмотров: 215

Киров ял тăрăхĕнче пурăнакансем пĕрремĕш çул кăна мар ĕнтĕ Украинăри ятарлă çар опрецине хутшăнакансене валли хÿтĕленмелли сетьсем çыхаççĕ. Акă нумай пулмасть Пăкăянти культура çуртĕнче ĕçлекен волонтерсен ушкăнĕ 310-мĕш хÿтĕлев каррине çыхса пĕтерчĕ.

Мĕн-ха вăл хÿтĕлев карри? Татăк кăна-и? Çук! Хÿтĕлев карри вăл - салтак пурнăçĕ, тăшман дронĕсенчен çăлăнăç, техника валли шанчăклă питлĕх. Кашни сете салтаксем кĕтеççĕ, вĕсене çыхакансене ыр сăмахпа тав тăваççĕ.

Хĕрарăм-волонтерсем яланах туслă ĕçлеççĕ. Вĕсене пĕр тĕллев пĕрлештерет - çĕнтерÿ! Кашнин хăйĕн килхуçалăхĕнче ĕçсем пур ĕнтĕ, çемьене те вăхăт уйăрмалла, çапах та май килтерееççĕ клуба çитме. Вĕсен йышĕнче тĕп тата иккĕмĕш вырăнта тăракансем çук. Пĕрисем спанбонда хăюсем çине касаççĕ, теприсем вĕсене тетел çине çыхаççĕ. Пĕрлехи вăйпа, пысăк тăрăшулăхпа, салтаксене пулăшу кирлине ăнланса ăстаçăсем сеть хыççăн сеть çыхаççĕ, çĕнтерĕве тÿпе хываççĕ. Кунсăр пуçне посылкăсемпе куллен кирлĕ япаласене те пухаççĕ. Тĕрев паракан ăшă сăмахсем шăрçаланă çырусем те яраççĕ.

«Пирĕн ентеш-салтаксем çĕнтерÿпе таврăннă кун вĕсене куçран пăхма намăс пулмĕ пире - вĕсем çĕршыва хÿтĕленĕ вăхăтра эпир те алă усса лармастпăр. Май килнĕ таран пулăшатпăр. Эпир те вĕсем пекех çĕнтерĕве ĕненетпĕр, кĕлĕпе кĕтетпĕр!» - теççĕ пăкăянсем.

Нумаях пулмасть сетьсем çыхакан пункта ятарлă çар операцине хутшăнакан, тăван тăрăха кĕске вăхăтлăх отпуска таврăннă ентешĕ çитсе кунти ĕç-хĕлпе паллашнă.

Хĕрарăмсем салтака ăшшăн кĕтсе илнĕ. Паллах, служба мĕнле пыни пирки, «унти» лару-тăру çинчен ыйтусем панă. Пурне те хуравлама тăрăшнă салтак. Хăйне тарават кĕтсе илнĕшĕн тав тунă. «Эсир калама çук пысăк ĕç тăватăр. Фронтра сирĕн тăрăшулăха пурте хаклаççĕ. Эсир çыхса паракан сетьсем салтак пурнăçне упрама пулăшаççĕ, апла эсир чăн-чăн çăлавçăсем, хÿтĕлевçĕсем. Тав сире!», - тенĕ хăна.  Çавăн пекех ачасенчен килекен ÿкерчĕксем, открыткăсем, çырусем те кăмăла çĕклени, чĕрене ăшăтни, вăй пани, вĕсене салтаксем умри кĕсьере упрани çинчен пĕлтернĕ.

«Ентешсемпе тĕл пулсан чун савăнать. Çакăн йышши тĕлпулусем пире хастар юлма, йывăр шухăшсене сирме, татах та тăрăшуллăрах пулма хистеççĕ», - палăртаççĕ ылтăн чĕреллĕ, ĕçчен алăллă хĕрарăм-волонтерсем.

Анна Михайлова

Добавить комментарий

АРХИВ МАТЕРИАЛОВ

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6
汽水音乐mumu模拟器谷歌邮箱telegramtodesk易翻译